Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх çыравĕ – самана тĕкĕрĕ

27 января 2020 г.

Пĕтĕм Раççейри халăх çыравĕ 2020 çулхи юпа уйăхĕнче иртет, çĕршывăн инçетри тата çитме йывăр районĕсенче вăл ака уйăхĕнчех пуçланать. Эпир сире çырав историйĕпе кĕскен паллаштарăпăр.

1897 çултан пирĕн çĕршывра халăх çыравне кăрлач уйăхĕнче ирттересси йăлана кĕнĕ. Çырав пуласси пирки пĕлтерÿсене чиркÿсем çывăхĕнче, вулăс правленийĕсенче тата халăх канма пуçтарăннă вырăнсенче çакнă. Чăваш халăхĕн аслă вĕрентÿçи Иван Яковлев 1897 çулхи пĕрремĕш Пĕтĕм халăх çыравне активлă хутшăннă. Вăл çыравăн тĕллевĕсемпе задачисем пирки калакан брошюрăна чăвашла куçарнă. Вăл Санкт-Петербургра тата Хусанта пысăк тиражпа пичетленсе тухнă. Иван Яковлева çавăншăн «1897 çулхи пĕрремĕш Пĕтĕм халăх çыравĕнчи ĕçсемшĕн» медальпе наградăланă.

Тепĕр çырав - Пĕтĕм Союзри халăх çыравĕ - 29 çултан тин, 1926 çулта иртнĕ. Халăх çыравçăсене ăшшăн кĕтсе илнĕ. Тĕслĕхрен, Грузире вĕсем пырас умĕн çынсем çула юртан тасатнă. Турухан крайĕнче вара пăлан ĕрчетекенсем патĕнче çырав шаман ирĕк памасăр пуçланман.

1939 çулта халăх çыравне ирттернĕ çĕрте авиаципе усă курма пуçланă. Халăх çыравĕ вăхăтĕнче электронлă техникăпа усă курасси 50 çул каялла пуçланнă. 1989 çулхи çыравра халăхран ыйтса çырмалли хутсем çине пурăнмалли условисем пирки çĕнĕрен çичĕ ыйту кĕртнĕ. Çырав символикине почта маркисем, конвертсем, шăрпăк курупкисем, календарьсем çине пичетленĕ. Мускаври рок-фестивальте «Халăх çыравĕ» ятлă юрă янăранă.

Çанталăк условийĕсене кура тата çĕнĕ çулхи каникул вăрăмланнине шута илсе, халăх çыравне ирттермелли вăхăта улăштарнă. 2002 çултан халăх çыравĕсем юпа уйăхĕнче иртеççĕ.

А. ДОЛГОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика