Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уяв сĕтелĕ пуян та илемлĕ пултăр

30 декабря 2019 г.

Çĕнĕ çула туллин те ырă кăмăлпа кĕтсе илсен нумайăшĕ çулталăкĕпех çапла пурăнасса шанать. Çавăнпа та ку уява пурте тĕплĕн хатĕрленеççĕ, тĕрлĕ апат-çимĕçпе тултарассишĕн шухăшлаççĕ. Октябрьски райповĕн ĕçченĕсем вара çынсен çак «йывăр çĕклемне» çăмăллатас тĕллевпе акцисем ирттереççĕ.

Виçĕмкун, раштавăн 26-мĕшĕнче, Октябрьски райповĕ тÿрех икĕ акци ирттерчĕ: пĕри Октябрьски ялĕнчи «Органика» лавккара, тепри хулари гастрономра пулчĕ. Ку лавккасене тавар туянма çÿрекенсем валли салат тума вĕрентекен ăсталăх класĕсем йĕркелерĕç. «Пирĕн лавккасене çÿрекенсене эпир çичĕ тĕрлĕ салат тума вĕрентрĕмĕр: «Генерал», «Классическая», «Фантазия», «Белая крыса», «Крабик», «Царский», «Лисья шубка». Пухăннисем пирĕн салатсене пурне те тутанса пăхрĕç, пĕтĕмĕшле илсен пур салата та килĕштерчĕç. Ытларах кăмăла кайнине уявра тума ĕмĕтленсе рецептне ыйтрĕç. Эпир вара вĕсене малтанах хут çине пичетлесе хатĕрлесе хунăччĕ те ыйтакансене патăмăр. Халăх çакна ырласа йышăнчĕ. Вĕсен кăмăлне тивĕçтерме пултарнăшăн тата акци ăнăçлă иртнĕшĕн хамăр та савăнтăмăр. «Аниш» кафене апат çиме çÿрекенсем те чылаййăн кĕрсе курчĕç», - терĕ «Исмели» тулли мар яваплă общество директорĕ Надежда Мочалова.

Çакăн пек акцисене Октябрьски райповĕ тăтăшах йĕркелеме тăрăшать. Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр вĕсем кун пек мероприяти Ачасен кунне халалланăччĕ. Ун чухне печени пĕçерме вĕрентнĕччĕ. Октябрьски райповĕн Канашĕн председателĕ Радим Почемов та хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ: «Кăçалхи ăсталăх класне Çĕнĕ çулхи уява халаллас терĕмĕр. Çынсене валли усăллă та тавракурăма аталантармалли мероприятисем кирлех. Малашне эпир вĕсене кашни эрнерех ирттерме палăртатпăр. Пирĕн райпо лавккисене çÿрекенсене кăсăк-лантарас тĕллевпе тăватпăр ун пек акцисене. Çав вăхăт-рах эпир вĕсене ирĕксĕрлеместпĕр, сĕнетпĕр кăна. Кирлĕ-и вăл вĕсене е çук – кăна вара хăйсем суйлаççĕ».

Райпо ĕçченĕсен уявĕсемпе ăсталăх класĕсенчен çынсем яланах кăмăлпа каяççĕ. Вĕсем ирттерекен ытти мероприятисене те çынсем хаваспах хутшăнаççĕ. Апла пулсан кирлĕ ĕç тăваççĕ вĕсем, халăхпа тата çывăхрах пулаççĕ. «Хамăрăн клиентсене, тавар туянакансене Çĕнĕ çулта сывлăх, ăнăçу, ырăлăх, тулли кăмăл сунатăп. Пирĕн таварсем сирĕн кăмăла тивĕçтерччĕр. Эпир сире хамăр лавккасенче курма хавас тата яланах кĕтетпĕр», - ырă сунса вĕçлерĕ сăмахне Радим Вячеславович.

Н. КОЛЕСНИКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика