Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Театр çулталăкне спектакльпе вĕçлерĕç

23 декабря 2019 г.

Нумаях пулмасть Кайри Шĕнерпуçĕнчи Культура çуртĕнче Театр çулталăкне пысăк мероприятипе вĕçлерĕç. Халăх спектакльсем курчĕ. Ялти куракансене савăнтарма Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашри Культура çурчĕ çумĕнчи халăх театрĕ те çитрĕ. Вĕсем Николай Айзман çырнă «Шикли шикленнĕ, кĕрĕк пĕркеннĕ» пĕр актлă комеди лартса пачĕç.

Халăх театрĕн ертÿçи З. Васильева ушкăн артисчĕсемпе Енĕш Нăрвашра çуралса ÿснĕ Вера Кузьминична Кузьмина артистка çинчен каласа пачĕ, куракансемпе пĕрле шÿтлĕ инсценировка ирттерчĕ.

Уяв вĕçленнĕ хыççăн ял старости Ю. Андреев ушкăна çĕнĕ çитĕнÿсем тума сунчĕ, куракансен ятĕнчен тав турĕ. Енĕшнăрвашсем те кивçенре юлас темерĕç, Кайри Шĕнерпуçсене хăйсем патне хăнана чĕнчĕç. Малашне икĕ ушкăн тачăрах çыхăнса ĕçлеме сăмах пачĕ.

Каярах Культура çуртĕнче «Çулсем пирĕншĕн чăрмав мар» кружок пайташĕсем ларăва пуçтарăнчĕç. Вĕсем сцена çинче пулса иртнине тĕрлĕ енлĕн сÿтсе яврĕç, спектакльсем лартас умĕн ытларах ĕçлесе вĕсенче тарăнтарах та пĕлтерĕшлĕрех темăсем хускатмаллине палăртса хăварчĕç.

 

Э. НИКОЛАЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика