Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕмĕрĕн чăваш тĕнчийĕ анлăланчĕ

23 декабря 2019 г.

Çичĕпÿрт ялĕнче çуралса ÿснĕ Терентий Парамонович ДВЕРЕНИН ячĕ таврара анлă сарăлнă. Ăна пирĕн тăрăхра кăна мар, республика тулашĕнче те пĕлеççĕ. Вăрçă ветеранĕ кăçал пуш уйăхĕн 18-мĕшĕнче 100 çул тултарчĕ.

2009 çулта ун çинчен «Терентий Дверенинăн чăваш тĕнчийĕ» («Чувашский мир Терентия Дверенина») кĕнеке пичетленсе тухнăччĕ, ăна вулакансем кăмăлласа йышăнчĕç. Пултарулăхĕ вара нумайăшне кăсăклантарчĕ. Унăн тĕрлĕ темăпа ăсталанă пуканийĕсене курма таçтан та килеççĕ. Ара, ылтăн алăллă ăста вĕсене çÿлĕксем çине ушкăнăн-ушкăнăн вырнаçтарса тухнă. Кĕскен каласан, килти пĕчĕк музей йĕркеленĕ. Композицисенче ĕлĕкхи чăваш халăхĕн пурнăçĕнчи тĕрлĕ самант-сем упраннă: вăрçа ăсатни, вăрман касни, чÿк туни тата ытти те. Тĕлĕнмелле те, Терентий Парамонович вĕсене ĕмĕр тăршшĕпе мар, 80 çултан иртсен тин ăсталама пуçланă. Ун çинчен чăн-чăн çĕвĕç тесе калăн: пуканесене те (арçын-и вăл е хĕрарăм) хăех тумлантарнă вăл. Ĕç тата ытти хатĕрсене те тунă. Чăваш халăхĕн авалтан килекен культури, йăли-йĕрки сăвă-юрăсенче, ташăсенче, халăх тумĕнче упраннă пулсан, Терентий Парамонович çак ĕмĕрхи хаклăха, чун хавхаланăвĕпе ыратăвне хăйĕн композицийĕсене вырнаçтарнă. Çакă вăл - халăх историне, йăлисене пулас ăрусем патне çитермелли хăйне евĕрлĕ мел.

Нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче унччен тухнă кĕнеке-альбомăн иккĕмĕш (тÿрлетнĕ тата хушнă) кăларăмĕ пичетленсе тухрĕ. Авторĕ Геннадий Ивнов-Орков искусствовед. Вăл тăрăшнипе вулакансем, культурăпа кăсăкланакансем пирĕн хисеплĕ ентешĕмĕр пултарулăхĕпе тата тарăнрах, анлăрах паллашĕç.

 

Н. КОЛЕСНИКОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика