Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Физкультурăпа спорт министрĕ ыйтусем çине хуравларĕ

23 декабря 2019 г.

Кĕçнерникун Чăваш Республикин физкультурăпа спорт министрĕ Михаил Богаратов «тÿрĕ лини» ирттерчĕ. Сехет хушшинче вăл кăçал туса ирттернĕ ĕçе пĕтĕмлетрĕ, юхăмри тата пулас проектсем çинче чарăнчĕ.

Министр пĕлтернĕ тăрăх, 2019 çулта республикăра 430 тĕрлĕ шайри спорт мероприятийĕ иртнĕ, вĕсенчен чи пĕлтерĕшли вара çăмăл атлетикăпа Раççей шайĕнчи 100-мĕш чемпионат пулчĕ.

«Спорт - пурнăç йĕрки» программăсене мĕнлерех пурнăçланине те пысăк тимлĕх уйăрчĕ министр. Ыйту çине туллин хуравлас тесе, вăл программăна тĕрлĕ енчен çутатса пама тăрăшрĕ. Федераллă центрпа республика шайĕнче пурнăçланакан проектсен шайĕнче ларт-нă тĕллевсене çитерме кăçал 28 миллион тенкĕ уйăрнă. Çак укçа Федерацин Атăлçи округĕн Совет Союзĕн Геройĕн А. Кочетов ячĕпе хисепленекен Чăваш кадет корпусĕ çумĕнче хоккей центрне тăвас ĕçе тапратнă. Планпа килĕшÿллĕн ăна 2020 çулхи çу уйăхĕнче туса пĕтермелле. Унсăр пуçне суммăна муниципалитетсенче ГТО лапамĕсем йĕркелеме тата вĕренÿпе спорт учрежденийĕсене ятарлă инвентарьпе тивĕçтерме тăкакламалла.

Министр Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Сывлăха çирĕплетмелли хушма мерăсем çинчен тата ачасен ÿтпÿне аталанма пулăшасси çинчен» çак уйăхра кăларнă Указĕ çинче те тĕплĕн чарăнчĕ, унта пур халăх ăнланман самантсене ăнлантарса пачĕ. Вăл «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне лайăхлатассипе çыхăннă хушма мерăсем çинчен» маларах тухнă Указпа çыхăннă. Унпа килĕшÿллĕн спорт инфратытăмне аталантарма республика бюджетĕнчен çитес çул тепĕр 500 миллион тенкĕ уйăрмалла. 300 миллион тенкĕ муниципалитетсенче искусствăлла газонлă футбол «уйĕсене» тăвасси çине каять. Юлнă 200 миллион тенки вара районсенчи спорт объекчĕсенчи пурлăх базине çирĕплетме тăкакланĕ.

«Сывлăха çирĕплетмелли хушма мерăсем çинчен тата ачасен ÿт-пÿне аталанма пулăшасси çинчен» калакан Указ мĕнле пурнăçланни районсенче пурăнакансене те интереслентерчĕ. Вĕсем хăйсен тăрăхĕнче бассейнсем пулмасан мĕн тумаллине тата ачасем ăçта çÿрессине ыйтрĕç. Ыйту çине М. Богаратов çапла хуравларĕ: «Хăвăр тăрăхра е районта бассейнлă спорт центрĕ çук пулсассăн, район администрацийĕн кÿршĕре вырнаçнă центрсемпе килĕшÿ тумалла. Çак мера çывăхра физкультурăпа спорт центрĕ тăвиччен пулăшса тăмалла.

Тĕслĕхрен, çитес вăхăтра çĕнĕ бассейн Элĕкре тăвĕç»,- пĕлтерчĕ министр.

 

И. ЭТМЕНЬ.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика