Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чухăнлăха чакарма мерăсем йышăнĕç

23 декабря 2019 г.

2020-2022 çулсенче чухăнлăха чакармалли мероприятисене пурнăçа кĕртме пирĕн республикăра çулсерен 372,4 миллион тенкĕ уйăрĕç. Ун çинчен виçĕмкун Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев стратеги аталанăвĕпе проект ĕçĕ-хĕлĕн Канашĕн ларăвĕнче пĕлтерчĕ.

Регион Пуçлăхĕ каланă тăрăх, социаллă контрактпа килĕшÿллĕн пĕчĕк тупăшлă çынсемпе çемьесене тăватă направленипе укçа тÿлеме палăртаççĕ. Пĕрремĕшĕ - ĕçе вырнаçма пулăшасси. Граждансене ĕçе вырнаçма пулăшакан служба урлă ĕçе вырнаçнăшăн е професси пĕлĕвĕ илме вĕреннĕшĕн (12 уйăхран ытла мар) 10134 тенкĕ тÿлĕç.

Иккĕмĕш направленийĕ – професси пĕлĕвĕ илнĕ чухне паракан пулăшу. Вĕренÿ курсĕшĕн 30 пин тенкĕ таран тÿлеме пултарĕç. Вĕреннĕ тапхăрта çÿлерех асăннă тÿ-леве те (10134 тенкĕ) 3 уйăх таран илсе тăма пултараççĕ. Çавăн пекех вĕренсе пĕтернĕ хыççăн пĕлĕве практикăра çирĕплетнĕшĕн организаци ертÿçисене ĕçшĕн тÿлекен пĕчĕк размерне (МРОТ) тата страхлакан взноссене (9 уйăх таран) парĕç.

Асăннă 10134 тенкĕне çемьесене тÿрремĕн парса тăрассине те пăхса хунă, анчах та ăна 12 уйăхран ытла тÿлемеççĕ тата çемьери пĕр çынна кăна параççĕ.

Социаллă контрактсене çынсем харпăр хăй ĕçне уçнă çĕре те ярĕç. Проекта районти комиссинче ăнăçлă хÿтĕлесен, граждансене 250 пин тенкĕ уйăрса парĕç. Уйрăм предприниматель пулса 3 çултан кая мар ĕçлемелле. Енчен те ăнмарĕ е вăл хупăнчĕ пулсан, çак суммăна пĕтĕмпех каялла тавăрса пама тивĕ.

«Иртнĕ çул пирĕн республикăри чухăнлăх шайĕ 8,3 процентпа танлашнă. Кăçал кăтарту çак шайрах юлать темелле. Раççей Президенчĕ Владимир Путин пирĕн ума çапла задача лартать: чухăнлăх шайне 2024 çул тĕлне чакармалла. Пирĕн вара результатшăн ĕçлемелле. Çĕнĕ, пысăк технологиллĕ производствăсем уçмалла, ĕç тухăçлăхне ÿстермелле», - терĕ Михаил Васильевич.

 ЧРПА пресс-служби.

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика