Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чунри хĕлхемне куракансене парнелерĕ

23 декабря 2019 г.

Пирĕн хушăра тĕрлĕ çынсем пур: пĕрисем ĕçре хастар, теприсен пултарулăхĕ чуна çĕклет. Сĕнтĕрпуç ялĕнче пурăнакан Петр Александрович БЕЛОВ вара пур енĕпе те маттур. Ун аллинче ĕç те ăнать, чунĕ çепĕç сăвă-юрăсем шăрçалать, уçă сасси чунра канăçлăх çуратакан юрăсем шăратать. Аслисене хисепленипе, çамрăксене ырă канашсем панипе ялта хăй те хисеплĕ вăл.

Нумаях пулмасть ялти Культура çуртĕнче Петр Беловăн пултарулăх каçĕ иртрĕ. Ăна вăл хăйĕн 50 çулхи юбилейне халалларĕ. Петр Александрович çак ялтах çуралса ÿснĕ, мăшăрĕпе ывăлпа хĕр çитĕнтереççĕ. «Мария» лавкка тытса тăрать, мăшăрĕ, Ринаида Белова, Сĕнтĕрпуç ял хутлăхне ертсе пырать. Иккĕшĕ те кирек мĕнле ĕçе те тăрăшса тăваççĕ, ял хутлăхĕн-чи çынсен пурнăçне çулсеренех лайăхлатма тăрăшаççĕ.

Петр Белов ялхуçалăх академийĕнче вĕреннĕ чухнех юрăсем çырма тытăннă. Вăл сцена çине тухсанах залра ларакансем алă çупма пуçлаççĕ. Унăн юррисем чĕрене пырса тивеççĕ. Ара, вăл шалти туйăма хăйĕн чунĕ витĕр кăларать-çке. Тĕрĕссипе каласан, юрри-кĕввисем унăн кăмăлне тÿрремĕнех уçса параççĕ. Çера Петти (Петр Андреев) поэт çырнă «Юратнă тăван ялăм» сăвва та кĕвве хывнă вăл. Пултарулăх каçĕн-че ăна Пуснаркасси ялĕн çыннисене халалларĕ.

Талантлă çын ытти енĕпе те маттур. Юрăсемсĕр пуçне вăл сцена çинче тĕрлĕ сăнарсем те калăплать, ташлама та ăста.

Пултарулăх каçĕнче Виктор Шамбулин çамрăк артист хăйĕн юррисемпе, шÿчĕсемпе халăха савăнтарчĕ. Тутаркассинчен килсе çитнĕ «Белара» ташă ушкăнĕ, Валерия Егорова, Светлана Андреевăпа Фаина Осипова тĕрлĕ халăх ташшисемпе куракансене тыткăнларĕç. Кирек мĕнле уявра та хăйĕн илемлĕ сассипе пухăннисен кăмăлне çĕклекен Галина Чалкова асăннă пултарулăх каçĕнче те вĕсене хавхалану кÿчĕ. Куракансем пурне те тăвăллăн алă çупса тав турĕç, килĕсене тулли кăмăлпа саланчĕç.

Г. СОЛОВЬЕВА.

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика