Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çулта ăнăçу хуçалантăр

23 декабря 2019 г.

Патшалăх пулăшăвĕпе пурнăçа кĕрекен ырă та пархатарлă улшăнусем вак тата вăтам предпринимательлĕхре курăмлă пулса пыраççĕ. «Вак тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарасси тата уйрăм предпринимательсен пуçарăвне пулăшасси» нацпроекта аталантарма тĕрлĕ шайри бюджет укçи-тенкине хываççĕ, инвесторсене шыраççĕ.

Республикăри бизнес-инкубатор ертÿçи В. Викторов предпринимательлĕх субъекчĕсем Чăваш Республикин экономика аталанăвĕнче пысăк вырăн йышăннине палăртать. Пирĕн районта ялхуçалăх таварĕсене туса кăларакансем валли 2016-2019 çулсенче 139,567 млн. тенкĕ патшалăх пулăшăвĕ уйăрса панă, çав шутра кăçалхи тăхăр уйăх хушшинче - 26,449 млн. тенкĕ.

Выльăх-чĕрлĕх ĕрчетес енĕпе ĕçлекен В. Ермолаев хресченпе фермер хуçалăхĕнче выльăх самăртмалли вырăна 200 пуç валли анлăлатса çĕнетессипе тăрăшрĕç. Н. Кузнецов хуçалăхĕнче производство базине 20 пуç выльăх вырнаçмалăх анлăлатаççĕ. С. Степанов хуçалăхĕнче те сурăх ĕрчетес тĕллевпе фермăна пысăклатаççĕ.

Çавăн пекех районти 6 предприниматель «Пуçласа ĕçлекен фермер» программăпа 13,691 тенкĕлĕх грант илме пултарнă. «Çемье фермерĕ» программăпа 2 предпринимательлĕх объектне 20 млн. тенкĕлĕх пулăшу панă. «Агростартап» конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, В. Плотников хуçалăхне 3 миллион тенкĕпе тивĕçтернĕ.

Усламçăсен Çĕнĕ çулта çĕнĕ проектсемпе программăсене кĕрсе аталанмалла пултăр.

 

О. СЛАВИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика