Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Специалистсем пулас ача амăшĕсемпе тĕл пулчĕç

23 декабря 2019 г.

Пулас амăшĕсен кулленхи пурнăçĕ уйрăмах йывăр. Ача кĕтнĕ вăхăтра вĕсем тĕрлĕ йышши стреспа кĕрешеççĕ, çĕнĕ условисене хăнăхаççĕ, халиччен тĕл пулман проблемăсене татса параççĕ. Палăртнă сăлтавсем çамрăк амăшĕн савăнăçлă кунĕсене ан тĕксĕмлетчĕр тесе, патшалăх çулран-çула çĕнĕ çăмăллăхсем кĕртме тăрăшать. Çак тĕллевпе специалистсем ятарлă тĕлпулусемпе консультацисем ирттереççĕ.

Вĕсенчен пĕри юнкун Сĕнтĕрвăрринчи Н.А. Геркен ячĕллĕ район больницинче иртрĕ. Тĕлпулу ĕçне районти ЗАГС уйрăмĕпе социаллă хÿтĕлÿ центрĕн специалисчĕсем хутшăнчĕç. Палăртнă специалистсемпе пĕр танах кунта юристсем, тухтăрсем тата психологсем тăрăшрĕç.

Вĕсем çуратма ĕлкĕреймен тата анчахрах «çăмăлланнă» амăшĕсене тĕрлĕ документ тăвас йĕркене ăнлантарса пачĕç (прописка, медицина полисĕ, ача çуралнине çирĕплетекен свидетельство).

Районти ЗАГС уйрăмĕн ертÿçи вара ача çуралнине регистрацилемелли, ашшĕ пулнине палăртакан тата çураттаракан учрежденирен илмелли документсемпе справкăсен списокĕпе тата вĕсене алла илмелли вăхăтпа паллаштарчĕ.

 

Л. НИКОЛАЕВА.

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика