Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Раççей Президенчĕн пысăк пресс-конференцийĕ иртрĕ

23 декабря 2019 г.

Виçĕмкун Мускаври Халăхсем хушшинчи суту-илÿ центрĕнче Раççей Президенчĕн Владимир Путинăн пысăк пресс-конференцийĕ иртрĕ. Çакнашкал анлă форматпа вăл массăллă коммуникаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсемпе 15-мĕш хут тĕл пулчĕ. Конференцие 1985 журналист (пĕлтĕрхинчен 200 çын ытларах) хутшăнчĕ. Вăл шутра - пирĕн республикăран 5 журналист. Тăватă сехет ытла пынă тĕлпулура çĕршыв ертÿçи сакăрвунна яхăн ыйту çине хуравларĕ.

Раççей Президентне журналистсем тĕрлĕ ыйтусем пачĕç: шалти тата çĕршыв тулашĕнчи политика, экономика, социаллă сфера тата ытти те. Нумайăшĕ хăйĕн регионĕнчи проблемăллă ыйтăва хускатма тăрăшрĕ. Анчах та яланхиллех пуриншĕн те актуаллă темăсем пулчĕç, вĕсем пресс-конференцире тĕп вырăн йышăнчĕç.

Чи йышлисен шутĕнче çынсен пурнăçне лайăх еннелле улăштарасси пулчĕ. Журналистсем ĕç укçипе, тарифсемпе, эмелсемпе тата пенсипе çыхăннă ыйтусем пачĕç. «38 тĕллеврен 26 пурнăçланă. Çынсене авариллĕ çурт-йĕртен куçарассипе плана тултарнă çеç мар, палăртнинчен виçĕ хут ирттернĕ», - терĕ Президент.

Çынсен ĕç укçин шайĕ тата тупăш пĕлтĕр кăшт ÿснине, анчах та вăл çителĕксĕррине палăртрĕ вăл. Ку ыйту çине пысăк тимлĕх уйăрмаллине каларĕ. Вĕрентÿпе сывлăх сыхлавĕнчи ĕç укçипе çыхăннă ыйтусем нумай пулни, ку енĕпе ĕçлеме тивни те хуравра вырăн тупрĕç.

Инфляцие пула пенси çулне тепĕр хут ÿстересрен те хăрать халăх. Ку ыйтăва та уçăмлатрĕ Владимир Путин. «Пенси ÿсĕмне хăпартасси курăнмасть те, тата ун пирки калаçмастпăр. Çитес çул пенси укçи 6,6 процент ÿсмелле, инфляци шайĕ вара халĕ

3,25 процент. Пенсие индексацилесси инфляцинчен икĕ хут пысăкрах пулĕ. Пенсие малалла та индексацилеççĕ», - терĕ Владимир Путин.

 

Н. СЕМЕНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика