Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парăмсене татмарăр - приставсене кĕтĕр!

16 декабря 2019 г.

Сĕнтĕрвăрри хула хутлăхĕн пурăнмалли çурт-йĕр управленине коммуналлă пулăшупа усă курнăшăн тÿлемесĕр çынсем 2 миллион та 600 пин тенкĕлĕх парăма кĕнĕ. Çавна май Сĕнтĕрвăрри районĕн суд приставĕсен пайĕ халăхран çав парăмсене шыраса илес ĕçе тытăннă. Хваттер хуçисем уйăхсерен тÿлесе тăмасăр парăма ÿстерни вăхăтра тÿлесе пыракансемшĕн те чăрмав кăларса тăратĕ. Ăшăпа, шывпа тивĕçтерекен организаци пысăк парăмлă çуртсене асăннă ырлăхсемпе кирлĕ таран тивĕçтерме пăрахма та пултарать.

Раштавăн улттăмĕшĕнче суд приставĕсем пурăнмалли çурт-йĕр управленийĕн ĕçченĕсемпе пĕрле хулари Курчатов тата Ломоносов урамĕсенче пурăнакансенчен (пурĕ 20 адрес ытла) парăмсене шыраса илес тĕллевпе рейда тухрĕç.

Рейд вăхăтĕнче пурлăха арестлесрен пăрăнас тесе, хваттер хуçисем парăмсене терминал урлă васкавлă тÿлесе татрĕç. Икĕ сехет хушшинче 82 пин тенкĕ шыраса илме май пулчĕ. Каласа хăварар, пурлăха арестлесси приставсемшĕн чи ăнăçлă та пурнăçланакан мелсенчен пĕри шутланать. Çапла вара, суд приставĕ С. гражданкăн АУДИ-80 автомашинине, 35 пин тенкĕ таран парăма кĕнĕшĕн, арестленĕ. Енчен те 10 кун хушшинче тÿлесе татмасан, приставсем урăх мера йышăнĕç - машина хакне тата ăна сутассине палăртĕç.

Рейд ирттернĕ кунах парăмсене татни йĕркеленĕ мероприятин ăнăçлăхне тата пахалăхне кăтартать, апла пулсан рейдсем яланах пулĕç.

Хальчченхи пекех, парăмсене татма хистекен тепĕр мел вăл - парăмçăсене Раççей Федерацийĕн территорийĕнчен тухма чарни. 2017 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен Раççей гражданинне çĕршывран тухма пристав чаракан сумма вунă пинрен вăтăр пине çити ÿснĕ.

Кунсăр пуçне, суд приставĕсен ирĕксĕр-лесе тÿлеттермелли ытти мелсемпе те анлă усă курма май пур. Вăл шутра - ĕç укçинчен, пенсирен е урăх тĕрлĕ тупăшран, банк тата кредит организацийĕсен счечĕсенчи укçаран тытса юласси, вăхăтра тÿлеменшĕн административлă майпа явап тыттарасси, куçман пурлăха тепĕр хут регистрацилеме чарасси тата ытти законодательствăпа палăртнă мерăсем.

Çакнашкал рейдсен тĕллевĕ парăмсене шыраса илесси çеç мар, граждансенче яваплăрах пулас, финанс тивĕçĕсене вăхăтра пурнăçласа пырас туйăма вăратасси те. Сĕнтĕрвăрринчи суд приставĕсен пайĕ усă курнă ресурссемшĕн тăратнă суммăна вăхăтра (приставсене киле пырасса кĕтмесĕрех) тÿлесе пыма сĕнет.

 О. АФАНАСЬЕВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика