Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шывра ишни ачасемшĕн усăллă

16 декабря 2019 г.

Юлашки вăхăтра патшалăх ачасен сывлăхне çирĕп-летессишĕн чылай тăрăшать. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Сывлăха çирĕплетмелли хушма мерăсем çинчен тата ачасен ÿт-пÿне аталанма пулăшасси çинчен» кăларнă Указ та çак тĕллеве пурнăçлама хушать.

Ачасене спорта явăçтарасси, ăна юратма вĕрентесси вара - шкулсенчи физкультура вĕрентекенĕсен тĕп тĕллевĕ. Акă, нумаях пулмасть Хуракасси вăтам шкулĕн çиччĕмĕш класĕн ачисем «Мариинский» физкультурăпа спорт комплексĕн бассейнне килчĕç. Шывра ишме пĕлни организма кантарать, мышцăсемпе нерв системине çирĕплетет. Çакна физкультура вĕрентекен Н. Алаев та лайăх ăнланать.

Ишме пĕлекенсем хăйсен техника ăсталăхне ÿстерчĕç, ыттисем вара хăйсене шыв çинче тытма вĕренчĕç. Занятие ирттерме физкультурăпа спорт комплексĕн инструкторĕсем пулăшрĕç.

 

Т. КУДРЯШОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика