Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Педагогсене пенсипе тивĕçтересси

16 декабря 2019 г.

Вĕрентÿ учрежденийĕсенче вăй хуракан вĕрентекенсен тата ытти педагогсен пенсие маларах тухма май пур. Сĕнтĕрвăрри районĕнче 371 педагог пенсие иртерех илсе тăраççĕ.

Ăна валли вĕрентекенсен ĕç стажĕ 25 çул пулмалла. 2019 çултан пуçласа педагогсене пенсие кăларассине пенси ÿсĕмне улшăну кĕртнĕ куçăм тапхăра шута илсе палăртаççĕ. Унпа килĕшÿллĕн тивĕçлĕ канăва тухмалли вăхăта ятарлă стаж пухнă вăхăтран шутлаççĕ. Ун хыççăн иртерех илекен пенсие палăртасси, куçăм тапхăрне шута илсе, майĕпен 5 çула куçса пырать.

Тĕслĕхрен, вĕрентекенĕн ĕç стажĕ 2019 çулхи çурла уйăхĕнче 25 çул пулнă. Пенсие вара ултă уйăх каярах - 2020 çулхи нарăс уйăхĕнче палăртĕç. Енчен те 2021 çулта стажа пухса çитерсен, тивĕçлĕ канăва тепĕр 3 çултан тухма май пур. Урăхла каласан, ятарлă стаж пирки нимĕн те улшăнмасть, пенсие тухас вăхăт çеç куçать. Çапах та вĕрентекенсем, малтанхи пекех, тантăшĕсенчен маларах пенсие тухаççĕ.

Тулли ставкăпа ĕçлесен çеç вĕрентекенĕн ĕç тапхăрĕсем ятарлă стажа кĕреççĕ. Ку йышăну пуçламăш класс вĕрентекенĕсене тата ялти шкулсенчи вĕрентекенсене пырса тивмест. Вĕсем шкулта штатра тăракан учитель должноçĕнче ĕçлени çителĕклĕ.

Палăртса хăваратпăр, вĕрентекен педстажа пухса çитерчĕ пулсан, пенси илме вăхăт çитеймен пулин те «пенсие тухма хатĕрленекен» статуса йышăнать, унпа пĕрлех - çăмăллăхсен правине те.

 

Раççей Пенси фончĕн Çĕнĕ Шупашкарти управленийĕ.

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика