Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Чăрăш» операци вăрмана упраса хăварĕ

16 декабря 2019 г.

Эрнекун район лесничестви «Чăрăш» операци пуçларĕ. Унăн тĕллевĕ-профилактика ĕçĕсем урлă район халăхне Çĕнĕ çул йывăçне упрама вĕрентесси.

Мероприятисем çитес çулхи кăрлач уйăхĕн 8 - мĕшĕччен пырĕç.Вĕсен шутĕнче рейдсем, патрульсем тата тĕлпулусем пулĕç. Операцие лесничество ĕçченĕсемсĕр пуçне Чăваш Республикин Çутçанталăк министерствин «Вăрман хуралĕнче» тăрăшакансем, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕн районти уйрăмĕн сотрудникĕсем тата обществăлла патрульсенче тăракансем хутшăнĕç.

Уйăх хушшинче вĕсем вăрмансене кайса килĕç, вĕрентÿ учрежденийĕсенче ăнлантару ĕçĕсем ирттерĕç, массăллă информаци хатĕрĕсене тата Интернета вăрман проблемисене хускатакан темăсемпе çырусем ăсатĕç тата каснă йывăçа районтан илсе кайма хăтланакансене сыхлĕç.

Çĕнĕ çул йывăçне пасарта та туянма пулать, каснă вăрман илемне вара çавăн пекех хăвăрт тавăрма май çук. Сĕнтĕрвăрри лесничестви хаçат вулаканĕсене çакăн пирки тепĕр хут шухăшласа пăхма сĕнет.

Пасар йывăçĕ сире савăнăç кÿмест пулсассăн, кил картинче е пÿрт умĕнче пысăках мар чăрăш ÿстерĕр, ăна капăрлатăр. Çапла майпа эсир çутçанталăка пулăшма, уява чĕрĕ йывăç шăршипе кĕтсе илме пултаратăр.

Г. АНДРЕЕВ.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика