Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çул уявĕсем инкексĕр иртчĕр

16 декабря 2019 г.

Çĕнĕ çула халалласа йĕркелекен уяв мероприятийĕсене халăх яланах йышлă хутшăнать. Уяв иртекен объектсене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕлĕшпе мерăсем йышăнассине сÿтсе яврĕç Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынă анлă ларура.

Вĕрентÿ министрĕ Сергей Кудряшов вĕрентÿ организацийĕсенче уява халалласа 600 ытла мероприяти ирттерме плана кĕртнине палăртрĕ, ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕсемпе пушар хăрушсăрлăхĕ темипе калаçусем ирттерессе пĕлтерчĕ.

Культура министрĕн çумĕ Елена Чернова культурăпа кану учрежденийĕсенче, музейсемпе библиотекăсенче уяв кунĕсенче нумай мероприятисем ирттересси çинчен каласа пачĕ, кану кунĕсем пурин валли те усăллă пуласса çирĕплетрĕ.

Раççейăн Инкеклĕ ĕçсен министерствин Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн пуçлăхĕ Николай Петров çулсерен иртекен «Çĕнĕ çул» профилактика операцийĕ пирки ăнлантарса пачĕ.

Михаил Игнатьев культурăпа спорт, çавăн пекех халăх йышлă хутшăнакан ытти мероприяти ирттернĕ вăхăтра хăрушсăрлăх йĕркисене çирĕп пăхăнмаллине палăртрĕ. Уйрăмах пиротехника изделийĕсемпе усă курнă чухне асăрхануллă пулмалла.

Çĕнĕ çул уявĕсем савăнăç кÿччĕр, нумайлăха асра юлччăр тесе пирĕн районта та хытă тăрăшаççĕ. Мероприятисене инкек-синкексĕр ирттерессине вара уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Çак кунсенче ку ыйтупа район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ – культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Елизавета Матюшова йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче тухса калаçрĕ. Палăртнă тĕллеве пурнăçлама уйрăмах культура тата вĕрентÿ учрежденийĕсенче ятарлă мероприятисем ирттерме, хăрушсăрлăх правилисене пур енлĕн пăхăнма сĕнчĕ.

О. ЕФРЕМОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика