Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йышпа кану та, ĕç те ăнать

16 декабря 2019 г.

Кашни çын хăйне майлă. Çав вăхăтрах пурне те пĕрлештерекен ĕçсем те пулса иртеççĕ. Шăпах çакна шута илсе, Карапашри Культура çуртĕнче «Чуна ырăпа сиплер» ятпа кану каçĕ иртрĕ. Унта пухăннисем пĕр шухăш патне килсе тухрĕç: пĕр-пĕринпе ырă пулмалла, хамăр пурнăçа ырă ĕçпе туллинрех тумалла.

Ялти тĕрлĕ йывăрлăхсене куллен парăнтаракан, сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан активлă çынсем пĕр-пĕрне ырă кăна сунса юрăсем юрларĕç, тĕрлĕ ал ĕçĕсемпе тĕлĕнтерчĕç, хусканусем туса савăнчĕç. Театр çулталăкне пĕр-пĕр спектакльпе вĕçлеме палăртрĕç.

Мĕн шутлани çапла йĕркеллĕ пулса пырсан, чăнах та, чун савăнать. Карапаш ял хутлăхĕнче нумай ыйтăва пĕрле пухăнса татса пама тăрăшаççĕ. Ялсенчи пурнăçа хăтлăрах тăвассишĕн те йышпа тăрăшаççĕ. Ку пĕтĕмпех ертÿçĕрен килет, паллах. Карапаш ял хутлăхне 2010 çултанпа Николай Михайлович АЛАЕВ ертсе пырать. Вăл çак çăмăл мар лавăн тилхепине алла тытнăранпа ку тăрăхри ялсен сăн-сăпачĕ палăрмаллах улшăнчĕ. Уйрăмах юлашки çулсенче, тĕрлĕ патшалăх программисене хутшăнса, нумай ĕç туса ирттерчĕç Карапаш тăрăхĕнчи ялсенче. Нумай çул хушши ăнăçлă ĕçленĕшĕн çак кунсенче вăл район администрацийĕн пуçлăхĕн Тав çырăвне тивĕçрĕ.

«Халăх пуçарулăхĕ çинче никĕсленнĕ бюджет программипе нумай ĕç туса ирттерме пултартăмăр. Ку программăна пурнăçа кĕртессишĕн çынсем активлă хутшăнаççĕ. Çÿп-çап пухмалли лапамсене йĕркелесе çитертĕмĕр. Урамсене çутăпа тивĕçтересси те йĕркеллех пырать. Вăрман Пилемĕч ялĕ çеç юлчĕ. Пирĕн хутлăхра паянхи кун çивĕч тăракан ыйту вăл – çулсене юсасси. Хăшпĕр ялсенче халиччен пĕр чул пăрахман çулсем те пур. Çавсене йĕркене кĕртмелле. Вăрман Пилемĕчре икĕ урам, иккĕшĕнче те вак чул саратпăр. Кĕчкейре тепĕр урамри 700 метрлă çула сарасшăн, чиркÿ тавра та çул тăвасшăн», - пĕлтерчĕ халăх ыйтнине пурнăçа кĕртме хăнăхнă мал ĕмĕтлĕ хуçа.

Халĕ малтанхи пек мар, халăх ытларах ыйтать, вăхăтра пурнăçлассине те тĕрĕслесех тăрать. Ку пулăмăн ырă енне те палăртрĕ Николай Михайлович: «Халăх кăсăкланать пулсан, вăл ялти пурнăç условийĕсене лайăхлатасшăн. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕсене çакнашкал пуçаруллă та хастар çынсем пулăшса пыраççĕ те ĕнтĕ. Халăх активлă пирĕн, пĕччен нимĕнех те тăваймăн. Пушар депоне уçас умĕн субботник ирттертĕмĕр. Унта 50 çын та тухрĕ пулĕ. Уншăн пурне те тав. Юрать-ха, активлă çынсем пур. Ялти çĕнĕ староста Рената Самойлова питĕ маттур. Петр Артемьева та палăртса хăварас килет, мĕншĕн тесен унсăр пирĕн пĕр ĕç те иртмест. Пысăкрах ĕçсене тунă чух хăй тракторĕпе тухать», - ырăпа асăнчĕ Николай Михайлович ял хăтлăхĕшĕн тăрăшакан çынсене.

 

Н. КОЛЕСНИКОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика