Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 1300 мероприяти ирттерме палăртнă

09 декабря 2019 г.

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 75 çул çитнине тивĕçлĕн кĕтсе илес тĕллевпе йĕркелÿ комитетне кăçалах пуçтарнă. Килĕшĕве В. Путин 1919 çулхи çĕртме уйăхĕн 13-мĕшĕнчех çирĕплетнĕ.

Иртнĕ ытларикун Мускавра йĕркелÿ комитечĕн черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна РФ Президенчĕн Администрацийĕн Пуçлăхĕ А. Вайно ертсе пычĕ. Унта Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕнчи полномочиллĕ представителĕн ертÿçин çумĕ О. Машковцев та хутшăнчĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, округа кĕрекен кашни регионта йĕркелÿ комитечĕсем ĕçлеççĕ, уяв мероприятийĕсен планне йĕркеленĕ. Вĕсем хушшинче Раççей Федерацийĕн Президенчĕ «Раççей Федерацийĕнче Мухтавпа асăну çулталăкĕ ирттересси çинчен» Указра палăртнă мероприятисем тĕп вырăнта тăраççĕ. Тĕслĕхрен, ветерансене юбилей медалĕсем парасси, вăрçăра вилнисен тăванла масарĕсене тирпейлесси тата ытти те.

Уяв кунĕсенче йăлана кĕнĕ мероприятисем те иртĕç (асăну вахтисем, «Вилĕмсĕр полк» тата «Георги хăйăвĕ»). Пурĕ уяв кунĕсенче Атăлçи федераллă округĕнче 1300 мероприяти иртĕ.

Пирĕн район та çак пархатарлă та мухтавлă куна тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕрленет. Уяв программи анлă та тулли пуласси иккĕленÿ çуратмасть.

 

И. СЕРГЕЕВ.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика