Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп уява хатĕрленеççĕ

09 декабря 2019 г.

Ытларикун Правительство çуртĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2020 çулта Чăваш автономийĕн 100 çулхи юбилейне уявлас енĕпе ĕçлекен ушкăнăн тата Республика кунне паллă тăвассипе ĕçлекен йĕркелÿ комитечĕн пĕрлехи ларăвне ирттерчĕ.

Регион ертÿçи хăйĕн сăмахĕнче Республика кунне халалланă пысăк мероприятисене кăçалхи юпа уйăхĕн-чех йĕркелеме тытăннине хыпарларĕ. Чăваш Республикин Культура кунĕсене, 100 çулхи юбилее халалланă май, тĕрлĕ регионта ирттерĕç (Самар облаçĕнче, Крым тата Пушкăртстан Республикисенче тата ытти регионсенче).

Уявăн тĕп шухăшĕ - Чăваш Енĕн авалтан пыракан культура, йăла-йĕрке еткерне упраса хăварасси, 100 çулхи ĕçсене пĕтĕмĕшле тишкерсе анлăн сăнарласа кăтартасси. Çакăн пирки тĕплĕнрех Чăваш Республикин культура министрĕ Константин Яковлев каласа пачĕ.

Йăлана кĕнĕ фестивальсемпе конкурссемсĕр пуçне программăна çĕнĕ мероприятисем те кĕртнĕ. Вĕсен хушшинче - наци тумĕсен фестивалĕ, хуткупăсçăсен тупăшăвĕ, 5 пин çынран тăракан хор концерчĕ, куравсем, чăваш фильмĕ-сен эрни, «Регионсем – чикĕсĕр хутшăну» форум тата ытти те. Пĕр сăмахпа каласан, Республика кунĕсенче иртекен культура мероприятийĕсен шучĕ пысăк. М. Игнатьев кашни мероприятие йĕркелес ĕçре яваплă пулма чĕнсе каларĕ.

Культура министерстви.

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика