Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мероприятие паттăрлăха халалларĕç

09 декабря 2019 г.

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче совет халăхĕ çĕнтернĕренпе чылай вăхăт иртрĕ пулин те, паттăрсем манăçа тухмаççĕ. Раççейре кăрлачăн 3-мĕшĕнче Паллă мар Салтак кунне паллă тăваççĕ. Аякри хаяр вăрçă хирĕнче выртса юлнă салтаксене пуç тайма Октябрьскинчи вăтам шкулта Асăну линейки ирттерчĕç.

Пиллĕкĕмĕш кадет класĕнче ăс пухакансем вăрçăра хыпарсăр çухалнисем çинчен чĕрене пырса тивекен сăвăсем вуларĕç. Истори вĕрентекен Г. Солина Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хăшпĕр страницисене тишкерсе тухрĕ. Вăрçă хирĕнчен таврăнайман ентешсем çинчен те калаçу пулчĕ.

«Астăвăм» кĕнеке страницисене уçнă çемĕн шкул ачисем пăлханнине пытармарĕç. Нумай салтак çинчен «хыпарсăр çухалнă» е «пытарнă вырăнĕ паллă мар» тесе çырни тухса тăчĕ ачасен куç умне. Октябрьски ял хутлăхĕн-чен вăрçа кайнисем хушшинче те 390-шĕ вилнисен е хыпарсăр çухалнисен шутĕн-че. Аслă вожатăй ачасене «Паллă мар Салтакăн вилтăпри» мемориал ансамблĕ çинчен каласа пачĕ, вăрçă хирĕнчен таврăнман салтаксене асра тытма чĕнсе каларĕ.

Асăну линейкине хутшăнакансем Аслă вăрçăра вилнĕ е хыпарсăр çухалнă паттăрсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç. Паттăрсен мухтавлă ĕçĕсене асран кăлармасан, вĕсем халăхра яланлăхах упранĕç, пулас ăрусемшĕн те ырă тĕслĕх пулĕç. Хальхи мирлĕ пурнăçшăн пуç хунисене аслисен те, ачасен те яланах асра тытасчĕ!

 

Е. СОРОКИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика