Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тÿрĕ эфирта - халăх проблемисем

09 декабря 2019 г.

Раштав уйăхĕн 4-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Наци радиовĕн тÿрĕ эфирĕнче пулчĕ, халăх ыйтăвĕсем çине хуравларĕ.

Палăртмалла, эфир пуçланиччен виçĕ кун малтан Михаил Игнатьев ячĕпе ыйтусем килме пуçланă. Çынсем хăйсене кăсăклантаракан ыйтусене шăнкăравласа, электрон почтисем çине, социаллă сетьре çырса кăтартнă. Пĕтĕмĕшле илес пулсан, ку хутĕнче 130 ытла ыйту çитнĕ. Сехет çурра яхăн тăсăлнă эфирта Михаил Игнатьев 23 ыйту çине тÿрех хуравсем пачĕ, хăшĕсене çирĕп тĕрĕслеве илчĕ.

Чи нумай ыйту Шупашкарта, Çĕнĕ Шупашкарта, Вăрмар, Канаш, Çĕмĕрле, Çĕрпÿ районĕсенче пурăнакансенчен килнĕ.

Ку хутĕнче ял тăрăхĕсенчи таса шыв, патшалăх пулăшăвĕсем пирки тата ытти чылай ыйтăва сÿтсе явнă.

Сăмахран, ял ипотеки пирки те ыйту хускатнă. Вăл çитес çулхи кăрлач уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕрет. Ставкăн чи пысăк виçине Раççей Федерацийĕн Правительстви çирĕплетнĕ. Вăл 3 процентран ытла мар. Программа ял территорийĕсенче вырнаçнă куçман пурлăх объекчĕсене туянма лайăх майсем туса парать. Кредит калăпăшĕ 100 пинрен пуçласа 3 миллион тенкĕ таран, чи пысăк срок вара 25 çул пулнине пĕлтернĕ регион Пуçлăхĕ.

«Эпир çав тери лайăх кăтартусемпе вĕçлетпĕр çулталăка. Раççей Федерацийĕн ытти субъекчĕсем хушшинче пирĕн республика тивĕçлĕ вырăнта тăрать. Çĕнĕ çулта пĕрремĕш ĕç кунне те хаваслă кăмăл-туйăмпах тытăнатпăр. Тĕллевсем пысăк, программăсемпе ĕçлеме укçа-тенке те вăхăтра куçарăпăр. Кун пирки никамăн та пăшăрханма кирлĕ мар», - тенĕ Михаил Васильевич.

Çавăн пекех, эфир вăхăчĕпе усă курса, Чăваш Ен Пуçлăхĕ регионта пурăнакансене пурне те пуçаруллă проектсене пурнăçа кĕртсе пыма пысăк витĕм кÿнĕшĕн мухтаса тав сăмахĕсем каларĕ. 2020 çулта республика хыснинче çав программăпа малалла ĕçлеме 270 миллион тенкĕ уйăрнине асăнчĕ вăл.

Регион Пуçлăхĕ мĕнпур ыйтусене çирĕп тĕрĕслевре тытĕ, министерствăсем, ведомствăсем, муниципалитетсем епле татса панине шута илĕ.

ЧРПА пресс-служби.

 

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика