Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕм Раççейри йышăну кунĕ иртет

09 декабря 2019 г.

2019 çулхи раштав уйăхĕн 12-мĕшĕнче, Раççей Федерацийĕн Конституци кунĕнче, граждансене йышăнмалли Пĕтĕм Раççейри кун пулать. Çав кун Мускавра РФ Президенчĕн Йышăну пÿлĕмĕнче, Раççей Федерацийĕн субъекчĕсен федераллă округĕсемпе администраци центрĕсен йышăну пÿлĕмĕсенче, патшалăх органĕсемпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсенче граждансене 12 сехетрен пуçласа 20 сехетчен (вырăнти вăхăтпа) йышăнаççĕ.

Граждансем, хăйсем ыйтусем тăратнисĕр пуçне, çÿлерех асăннă органсен уполномоченнăйĕсем урлă видеоçыхăну, сасă итлевĕ тата ытти майсемпе усă курма пултараççĕ. Сăмах вĕççĕн панă ыйтусене органсен тивĕçлĕ специалисчĕсем татса парĕç.

Пынă граждансене хăйсене, малтан çырса хумасăрах, черетпе йышăнаççĕ, çумра паспорт е урăх документ пулмалла.

Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕнче граждансене çак адреспа йышăнаççĕ: Шупашкар хули, Президент бульварĕ,10-мĕш çурт, 1.1 каб.. Ыйтса пĕлмелли телефонсем: 8(8352) 39-36-43, 64-20-09, 62-34-53.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика