Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Килес çул 741 проект пурнăçланмалла

09 декабря 2019 г.

Ĕнер тата виçĕмкун Красноармейски районĕнче «Чăваш Республикинчи муниципаллă йĕркеленÿсенче Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессин актуаллă ыйтăвĕсем» дискусси лапамĕ ĕçлерĕ. Унта республикăри районсен администрацийĕсен тата хула округĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç.

Мероприятие Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Юрий Васильев уçрĕ. Юрий Егорович республикăри вырăнти хăйтытăмлăх аталанăвĕн пуласлăхне тата унăн тĕп проблемисене палăртрĕ.

Кун йĕркинчи «Чăваш Республикинчи муниципаллă йĕркеленÿсенче Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртессин актуаллă ыйтăвĕсем» темăпа Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕ – ялхуçалăх министрĕ Сергей Артамонов тухса калаçрĕ. «Чăваш Республикин территорийĕнче вырăнти пуçарулăх çинче никĕсленнĕ обществăлла инфратытăма аталантармалли проектсене пурнăçа кĕртесси çинчен» Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Указне пурнăçлани çинчен тĕплĕн каласа пачĕ. 2020-2025 çулсенче «Ял территорийĕсене комплекслă аталантарасси» РФ патшалăх программине пухăннисем уйрăмах активлă сÿтсе яврĕç.

Сергей Артамонов пĕлтернĕ тăрăх, 2020 çулта пирĕн республикăра халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ 741 проект пурнăçа кĕмелле. Халăх пуçарăвĕ çинче никĕсленнĕ программăсене 3 çул хушшинче 287 хулапа ял хутлăхĕхутшăннă. 609 миллион тенкĕлĕх 976 проекта пурнăçа кĕртнĕ. Кăçал ку енĕпе 622 проект пурнăçланать. Коммуналлă хуçалăхăн 302 объектне, вилнĕ çынсене пытарнă 54 вырăна, 38 ача-пăча тата вăйă лапамне, халăх йышлă пухăнакан 34 кану вырăнне, культурăпа социаллă сферăри 30 объекта юсаççĕ. Пушар хăрушсăрлăхне тивĕçтерес тĕллевпе 5 шыв объектне йĕркене кĕртнĕ, шыв тăракан 2 вырăна тасатнă.

Н. НАДЕЖДИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика