Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял проблемисем - тимлĕхре

02 декабря 2019 г.

Иртнĕ эрнере Октябрьски ял хутлăхĕн администрацийĕ çивĕч тăракан ыйтусене татса парас тĕллевпе ялсенче пухусем ирттерчĕ. Вĕсенче хускатнă темăсем хушшинче тĕттĕм вăхăтра ял урамĕсене çутăпа тивĕçтересси, хĕлле кÿлĕсемпе юханшывсенче хăрушсăрлăх нормисене пăхăнасси, электроприборсемпе асăрхануллăн усă курасси тата ыттисем пулчĕç.

Пухусем Октябрьскинче, Истереккассинче, Акшикре, Туппай Ĕсмĕлте, Кивĕ Тукайра тата Малти Пукашра иртрĕç. Ыйтусем çине Октябрьски ял хутлăхĕн Пухăвĕн депутачĕсем, ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В. Кураков тата ялсен старостисем хуравларĕç. Ял хутлăхĕн администрацийĕ вара халăх пурнăçĕшĕн яваплă пулнине тепĕр хут кăтартрĕ.

В. Кураков çитес çул пурнăçламалли проектсене уçса пачĕ. Çапла, тепĕр çул Октябрьскинче, Кивĕ Тукайра тата Малти Пукашра çул юсамалла, Октябрьскинче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче вилнисене асăнса лартнă палăка çĕнетмелле. Акшик ялне çулталăк вĕçлениччен шывпа тивĕçтермелле.

Çапла вара ял хутлăхĕн администрацийĕпе кунта пурăнакан çынсем пĕр-пĕрне шанса, ăнланса, палăртнă ĕçсене алла-аллăн туса пырсан, пурнăç илемлĕ те тулăх пулĕ.

 

И. ЭТМЕНЬ.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика