Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Депутатсемпе тĕл пулчĕç

02 декабря 2019 г.

Нумаях пулмасть Аксарин ялĕнче Владимир Петров, Урхас Кушкă ялĕнче Владимир Хлебников депутатсем граждансене йышăнчĕç.

Икĕ сехет хушшинче Владимир Владимирович Аксаринта çичĕ ыйту çине хуравларĕ, май пур таран халăх нушисене вырăнтах татса пама тăрăшрĕ. Тĕслĕхрен, ялти фельдшерпа акушер пункчĕ йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Юлашки вăхăтра вăл кунти ялхуçалăх предприятийĕн çуртĕнче вырнаçнă, анчах предприяти панкрута тухнă хыççăн ăна тытса тăракан яваплă çын та çухалнă. Çумăрлă çанталăкра ФАП пÿлĕмне шыв анать. Çавна май медицина учрежденийĕн халăха япăх условисенче йышăнма тивет.

Депутат тата Аксарин ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В. Осокин, пĕр шухăшлă пулса, çитес вăхăтра медицина учрежденине урăх çĕре куçарма йышăнчĕç. Çакăнпа ял хутлăхĕнчи медицина енĕпе çыхăннă ыйтусем вĕçленмеççĕ-ха. Кунта пурăнакансене куçса çÿрекен ФАП килнине вăхăтра пĕлтерсе тăманни пăшăрхантарать. Ку ыйтăва Владимир Владимирович районти Н. А. Геркен ячĕллĕ больницăн тĕп врачĕпе Маргарита Николаевăпа канашласа çитес вăхăтра татса пама шантарчĕ.

Хĕллехи вăхăтра çулсене тасалăхра тытса тăрассине, каяшсене илсе тухассине тата ытти ыйтусене пăхса тухрĕ Владимир Владимирович.

«Аксарин ял хутлăхне ултă ял кĕрет. Эпĕ ытларах пысăк ялсене тухма тăрăшатăп. Маларах пĕлтернĕрен кÿршĕри пĕчĕк ялсенчен те çынсем кунта пухăнчĕç, вĕсем те хăйсен проблемисене ман пата çитерчĕç», - пĕлтерчĕ пире Владимир Владимирович. Çитес вăхăтра депутат çакăн пек тĕлпулу Чăнкасси ял хутлăхĕн-че те ирттерме шутлать.

Çав кунах Урхас Кушкăра Владимир Геннадьевич Хлебников та граждансене йышăнчĕ. Вăл хăй депутат пулнă вăхăтра тунă ĕçсем пирки каласа пачĕ, активпа тачă çыхăнса тăнине пĕлтерчĕ.

Ыйту паракансенчен ытларахăшĕ Урхас Кушкăри нумай хваттерлĕ çуртсем умĕнче ача-пăча лапамĕ вырнаçтарасси пирки ыйтрĕç. Владимир Геннадьевич ыйтăва татса пама шантарчĕ. Тĕлпулу питĕ ăнăçлă иртрĕ, унта пухăннисем кăмăллă юлчĕç.

И. ДЕРЮЖИН.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика