Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх çыравне ирттерессине сÿтсе яврĕç

28 октября 2019 г.

Юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕнче Пĕтĕм Раççейри халăх çырав ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комисси ларăвĕ иртнĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ А. Мясников ертсе пыракан лару районти хатĕрленÿ ĕçĕсене, 2020 çулхи халăх çыравĕн ĕç планне пăхса тухнă.

А. Мясников çитес халăх çыравĕнче Раççейре усă куракан çĕнĕлĕхсем çинче чарăнса тăнă. Тĕслĕхрен, халăха шута илекен статистика информацийĕ пирки калас пулсан, граждансем перепись листисене Интернет урлă патшалăх услугисен пĕрлĕхлĕ порталĕнче хăйсемех çырса тултарма пултараççĕ.

Çавăн пекех Анатолий Аркадьевич халăх çыравĕн усăллă пĕлтерĕшне ăнлантарма кирлине палăртнă, халăха çырав ыйтăвĕсем çине тĕрĕс хуравлама чĕнсе каланă, комисси членĕсен пысăк ĕçĕсене асăннă.

Район администрацийĕн йĕркелÿ пайĕн пуçлăхĕ Марина Веденеева Сĕнтĕрвăрри район территорийĕнче 2020 çулта халăх çыравне йĕркелесе ирттерекен комиссин ĕç планĕпе паллаштарнă, çывăх вăхăтра пурнăçламалли ĕçсене асăннă.

Юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников çырав енĕпе район администрацийĕн сайчĕ çинче часах кирлĕ информаци стенчĕ пуласси çинчен пĕлтернĕ.

А. МАКСИМОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика