Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи заняти ирттернĕ

21 октября 2019 г.

Эрне пуçламăшĕнче Чăваш Республикинчи суд приставĕсен Федераллă службин управленийĕ, пирĕн районти ытти нумай службăсене явăçтарса, черетлĕ вĕрентÿ занятийĕ ирттернĕ.

Суд приставĕсен сотрудникĕсемпе пĕрле унта Сĕнтĕрвăрри район сучĕн судйисем, Раççей Шалти Еçсен Министерствин районти пайĕн сотрудникĕсем, çавăн пекех 34-мĕш номерлĕ пушар хуралĕпе çăлав чаçĕн, район тĕп больницин, газ службин сотрудникĕсем хутшăннă.

Вĕсене чрезвычайлă лару-тăру сиксе тухсан пĕрле хутшăнса ĕçлемелли конкретлă майсене кăтартса панă. Вĕрентÿ занятийĕсене пĕтĕмĕшле йĕркелесе пыраканĕ Чăваш Енĕн тĕп суд приставĕ А. Захаров пулнă.

Республика шайĕнчи мероприятие мĕнпур районсенчи суд приставĕсен службин пай пуçлăхĕсене явăçтарнă. Тренировка занятийĕнче, тĕслĕхрен, хĕçпăшаллă çынсен ушкăнĕ район сучĕн çуртне тапăнсан е запасри алăк умĕнче вут-çулăм алхасма тытăнас пулсан мĕн тумаллине кăтартса пачĕç. Суд приставĕсем те, ыттисем те çăлав ĕçĕсене оперативлă пурнăçларĕç, хăйсен тавçăрулăхне палăртрĕç.

Юлашкинчен мероприятие тĕплĕ тишкерчĕç, кирлĕ пĕтĕмлетÿсем турĕç.

О. АФАНАСЬЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика