Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕнпе юнашар

21 октября 2019 г.

Редакцире упранакан материалсене тишкернĕ май хаçат «Ленинское знамя» ятпа тухнă чухнехи ĕç кĕнекисене шута илекен журнал куç умне тухрĕ. Яковлева Валентина Ивановна 1985 çулхи çĕртмен 4-мĕшĕнче кунта ĕçе вырнаçнă иккен.

Пĕр шутласан, нумаях та мар пек,анчах та пирĕн хаçатшăн çавăн чухлĕ вăй хунă çын çинчен ытларах калас килчĕ. 1954 çулхи çу уйăхĕн 19-мĕшĕнче Шуршăл ялĕнче çуралнă Валентина Ивановна, кунтах ачалăх, çамрăклăх вăхăчĕсене ирттернĕ. Шкул пĕтерсен Шупашкарти педагогика институтĕнче филологи факультетĕнче ăс пухнă. Каласа хăвартăмăр, редакцире 1985 çултанпа вăл, унтанпа хаçат ячĕ те, редакци вырăнĕ те улшăннă. Тăрăшуллă хĕрарăм паянхи кун та чун илемĕпе, ăс-хакăл пуянлăхĕпе тĕлĕнтерет пире. 65 çул тултарнă В. Яковлева - çынна ăнланакан, хăй ĕçне тĕплĕ тăвакан çын.

«Пĕр сăмахпа каласан, учитель пулайман эпĕ, анчах та хамăн ĕç пурнăçĕн пысăкрах пайне килĕштерекен ĕçре, туслă коллективра ирттернипе чăннипех кăмăллă. Малтанах редакци коллективĕ пысăкчĕ. Хаçачĕ те интереслĕрех пулнăн туйăнать. Çĕр ĕçлекенсемпе выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекенсем хаçатра та тĕп вырăнта пулнă. Вулакансем малта пыракансемпе, ăмăрту çĕнтерÿçисемпе кунсерен паллашса тăнă. Производствăра та ĕç вĕресе тăнă. Хăй вăхăтĕнче мана кунта паллă, пултаруллă çынсемпе - Г. Яковлевпа (тĕп редактор), П. Вашават çыравçăпа, К. Прокопьев фотокорреспондентпа пĕрле ĕçлеме тÿр килчĕ. Хаçат дубляжне пĕтерсен вара штата чакарнă май ман кунтан кайма тиврĕ (кăна автор çÿлерех çырнине тÿрлетсе калатăп).

Юлашкинчен, пенсие тухнă вăхăтра ĕнтĕ, мана хаçатăн кайранхи тĕп редакторĕ С. Кулигина, тахçан пĕрле ĕçленине кура пулĕ, каллех хаçата корректор ĕçне чĕнсе илчĕ. Тÿрех килĕшмерĕм пулсан та сĕнĕве йышăнтăм. Унтанпа 10 çул иртрĕ. Чăн сăмахăн суйи çук – юратсах ĕçлерĕм, ялтан çÿресех. Юлашки çулсенче редакцин пысăках мар коллективĕ çамрăксемпе çĕнелнĕ пулсан та, мана кунта ĕçлеме кăмăллă, лайăх. Хаçатăн малашнехи шăпи кăна шухăшлаттарать»,- çапларах хушса каласа пачĕ хăй çинчен Валентина Ивановна.

Пирĕн хаçат парнисемшĕн иртекен спорт уявĕ Шуршăл ялĕнче кĕрлерĕ авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче кăçал,унта Валентина Ивановна пурне те пылак чей ĕçтерсе пулăшрĕ. Юпа уйăхĕнче пыракан Раççейри çăмăллăхлă çырăнтару вунăкунлăхĕнче те «Почта России» уйрăм почтальонĕсемпе пĕрле çырăнтару акцине ирттерме активлă хутшăнчĕ вăл. «Ĕç ветеранĕ» ята тивĕçнĕ ĕçтеше эпир малалла та чун хавалĕпе, çирĕп сывлăхпа пурăнма сунатпăр,пирĕнпе юнашар çапла маттур çын пурришĕн савăнатпăр.

О. ЕФРЕМОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика