Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял хĕрарăмне чысларĕç

21 октября 2019 г.

Хĕрарăмсем обществăра малти вырăнта тăраççĕ. Вĕсем çемьене тытса пыраççĕ, ырă йăла-йĕркене упраççĕ, малалла аталантараççĕ. Ялти пурнăç вĕсем çинче тытăнса тăрать тесен те йăнăш пулмĕ. Ялти хĕрарăмсен пĕтĕм тĕнчери кунне пуçласа палăртма Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕ (ООН)  Хĕрарăмсен Пекинри IV конференцийĕнче 1995 çулта сĕннĕ пулнă. Чăннипе вара ăна 2008 çулхи юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнчен уявлама тытăннă.

Çав уяв йĕркипе культура ĕçченĕсем Ăстакассинчи ял библиотекинче «Хĕрарăм-мăшăр, хĕрарăм-анне, çемье вучахне упраканĕ» темăпа кану сехечĕ ирттерчĕç.

Кунти тĕлпулăва ялти тĕрлĕ ÿсĕмри тата тĕрлĕ вырăнта –ялхуçалăхра, сывлăх сыхлавĕнче, вĕрентÿ ĕçĕнче вăй хуракан хĕрарăмсем пухăнчĕç. Малтанах библиотекарь уяв историйĕпе паллаштарчĕ. Нумай-нумай поэтсемпе писательсем хăйсен хайлавĕсенче ял ĕçченне, амăшне, кил ăшшине упракан мăшăра халалланă. Тĕслĕх-рен, Н. Некрасовăн «Есть женщины в русских селеньях» паллă сăввине асăнма пулать.

Библиотекарь В. Белов писателĕн «Лад» кĕнекинчи пĕр сыпăкне вуласа пачĕ. Ĕлĕк авалах килти хуçалăх хĕрарăм çинче тытăнса тăнă, тырă кĕлечĕн уççи те ун аллинче, выльăх валли утă-улăм мĕн чухлĕ хатĕрлесси те хĕрарăмăн ĕçех пулнă. Çемьери йăласене пăхăнассине те вăлах йĕркелесе тăнă.

Пирĕн районта ватă çынсене халалланă уйăхлăх иртнĕ майăн пуçтарăннисем (вĕсен хушшинче аслă ăрури çынсем йышлăн пулчĕç) хăйсен пурнăçĕнче пулса иртнĕ самантсемпе паллаштарчĕç. Мĕн чухлĕ аса илмелли тупăнчĕ вĕсен! Пĕр-пĕринпе чун каниччен, кăмăллăн сÿтсе яврĕç пулни-иртнине пухăннисем.

Кил хуçи хĕрарăмĕн тивĕçĕсем вăхăт иртнĕ çемĕн аслă ывăлĕн арăмĕ çине куçнă. Çапла майпа ăрусен çемьери пурнăçĕ килĕшÿллĕ пынă.

«Кăмăл» фольклор коллективĕ хĕрарăмсене мухтакан юрăсем юрларĕ, сăвăсем те вуларĕ. Юлашкинчен уява пухăннă хĕрарăмсем хăйсем пĕçерсе килнĕ кукăльсемпе чей ĕçрĕç.

И. ВЕЛИКАНОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика