Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕçчен çемьен ÿсĕмĕсем

21 октября 2019 г.

Республикăри «Çулталăк çемйи» конкурсăн районти тапхăрĕ нумаях пулмасть Урхас Кушкăри Культура çуртĕнче иртрĕ. Телейлĕ мăшăрсем кашни хутлăхран çутă та илемлĕ культура вучахне хăйсен пултарулăхне кăтартма пуçтарăнчĕç.

Кукашни хутлăхĕнчи Кузьминсене культура ĕçченĕ А. Васильева конкурса хутшăнма сĕннĕ,вĕсен çамрăклăхĕпе тараватлăхне палăртнă. Кăçалхи чÿк уйăхĕнче пĕрлешнĕренпе шăп вунă çул тултаракан çемье хăйсен кăмăлне пĕлтернĕ,районти ытти хутшăнакансем пекех, конкурссене тĕплĕн хатĕрленнĕ.

Аса илмелли çав тери нумай мăшăрăн – пĕр-пĕринпе паллашни, чĕвĕлти хĕр пĕрчисем (вĕсем виççĕн) çурални, çурт-йĕр ыйтăвĕсене пĕр кавар пулса татса пани. Çак тапхăрсене хăйсен презентацийĕнче туллин уçса пама пултарчĕç Маринăпа Алексей Кузьминсем. Пултарулăх конкурсĕнче вара Алина, Милана, Эвелина хĕрĕсем хăйсен чăн ăсталăхне кăтартрĕç. «Ашшĕ пек маттур ман вĕсем. Алеша «Ольдеевская» хуçалăхра оператор пулса ырми-канми ĕçлет. Кил хуçалăхĕнчи яваплăх çинчен те манмасть вăл,пур ĕçе те иксĕмĕр пĕрле пурнăçласа пыратпăр»,- кăмăллăн каласа парать Марина.Хăй вăл кĕçĕн чиперука пăхассипе декрет канăвĕнче ларать, вăхăт çитсен малтанхи ĕç вырăнĕнчех - Октябрьски райповĕн Кукашни ял лавккинчех – вăй хурасшăн.

Кузьминсен аслă хĕрĕ Алина Кукашнири вăтам шкулта иккĕмĕш класра вĕренет, музыка инструменчĕсем çинче выляс енне туртăнать,ятарлă кружокра хăйĕн ăсталăхне малалла туптать. «Шкулта лайăх вĕренет Алина, «4», «5» паллăсемпе савăнтарать. Миланăпа Эвелина та амăшĕ пекех ĕçчен,кăмăллă, сăпайлă»,-мухтанать çемье пуçлăхĕ.

Çемьен тепĕр ырă енĕкÿршĕсемпе,тăванĕсемпе туслă пурăнни,ял хутлăхĕнчи ĕçсене хастар хутшăнни. Ахальтен мар вăл район конкурсĕнче «Чи ĕçчен çемье» ята тивĕçрĕ.Эпир хамăр ятран вĕсене вăрăм çемье ĕмĕрĕ сунатпăр.

О. СЛАВИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика