Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районта черетлĕ Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ

21 октября 2019 г.

Юнкун районта Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртрĕ. Хальхинче информушкăнсем Сĕнтĕрвăрринчи Коновалово, Спиртзавод микрорайонĕсенче тата Чăнкассипе Шĕнерпуç ял хутлăхĕсенче ĕçлерĕç.

Пĕрремĕш ушкăна Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ Е. Николаева, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленноçпа суту-илÿ министрĕн пĕрремĕш çумĕ И. Антонова, Сĕнтĕрвăрри районĕн депутатсен Пухăвĕн депутачĕ В. Петров, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Е. Матюшова, Чăнкасси ял хутлăхĕн пуçлăхĕ М. Мельникова тата Шĕнерпуç ял хутлăхĕн пуçлăхĕ С. Назаров кĕчĕç.

Иккĕмĕш информушкăнта Чăваш Республикин пурăнмалли çурт-йĕр инспекцийĕн тĕп патшалăх инспекторĕ А. Юркин, Республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕ паракан станцин Шупашкарти Мускав районĕн 1-мĕш номерлĕ подстанцийĕн заведующийĕ В. Иванов, район администрацийĕн ĕçсене йĕркелесе пыракан - йĕркелÿ пайĕн пуçлăхĕ М. Веденеева, пушар надзорĕ енĕпе ĕçлекен районти уйрăмĕн пуçлăхĕ А. Сапожников, Раççей пенсионерĕсен пĕрлешĕвĕн районти канашĕн председателĕ Р. Ракова тата «Чувашия-Мед» страхлакан компани акционерлă обществăн тĕп директорĕн çумĕ - ОМС пайĕн пуçлăхĕ О. Спиридонова пулчĕç. Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕн кун йĕркинче виçĕ ыйту тăчĕ:

1) Чăваш Республикин Пуçлăхĕн 2019 çулхи авăн уйăхĕн 26-мĕшĕнче 116-мĕш номерпа тухнă «Чăваш Республикинче пурăнакансен пурнăç пахалăхне пысăклатма йышăннă хушма мерăсем çинчен» Указа тишкересси;

2)  2019 çулта Чăваш Енре пурнăçлакан «Хăрушсăр тата хăтлă çулсем» Наци проекчĕ йĕркеленсе пыни çинчен;

3)  Чăваш Енре 2020 çулăн пĕрремĕш çурринче хаçат-журнал çырăнтарасси çинчен.

Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ мĕнлерех иртни çинчен эсир пирĕн хаçатăн çитес вырăсла кăларăмĕнче вуласа пĕлме пултаратăр.

 

И. СЕРГЕЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика