21 октября 2019 г.
Чăваш Республикин пĕрлештернĕ бюджечĕн 2019 çулхи 9 уйăх хушшинчи тупăшĕ 45181,4 миллион тенкĕпе танлашать. Пĕлтĕрхи тапхăрпа танлаштарсан, хысна 13,2% ытларах тулнă.
Налуксен тупăшĕн калăпăшĕ 24 966,7 миллион тенкĕ, çав шутра уйрăм çынсенчен (9415, 3 миллион тенкĕ) тата организацисенчен пуçтарнă налук - (62 81,8 миллион тенкĕ), Раççей Федерацийĕнче кăларакан таварсен (продукцийĕсен) акцийĕсем çине пыракан налуксем – 3408,0 миллион тенкĕ, пĕрлешÿллĕ тупăшсен налукĕ - 2556,1 миллион тенкĕ, пурлăх налукĕ - 3053,1 миллион тенкĕ.
Палăртнă тапхăрта Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2018 çулхи 24-мĕшĕнче 979-мĕш номерпе тухнă Хушу вăй илнĕ. Вăл республикăри социаллă пĕлтерĕшлĕ организацисене налук тÿлеттерме явăçтарнă. Каярах вĕсем бюджета 7272, 4 миллион тенкĕ тÿленĕ. Ку бюджет суммин 29 проценчĕпе танлашать.
9 уйăх хушшинче пĕрлештернĕ бюджетăн тăкакĕсем 39580,3 миллион тенкĕлĕх пулнă, вăл шутра вĕрентÿ системине - 14030,9 миллион тенкĕ, сывлăх системине 307 7,1 миллион тенкĕ, социаллă политикăна-10006, 5 миллион тенкĕ,халăх экономикине – 5462,9 миллион кайнă.
Чăваш Республикин Финанс министерстви.
Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)