Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чикĕри ял хутлăхĕ мĕнле пурăнать-ши.

21 октября 2019 г.

Чăнкасси ял хутлăхĕн администрацийĕнче Мария Викентьевна МЕЛЬНИКОВА çичĕ çула яхăн тăрăшать. Икĕ çул каялла район, унăн пултарулăхĕпе хастарлăхне тивĕçлипе хакласа, М. Мельниковăна ял хутлăхĕн пуçлăхне лартнă.

Нумай çул хушшинче Мария Викентьевна халăх нушисене лайăх пĕлсе çитнĕ, ăна яланах пулăшас тесе алă пама хăнăхнă. Вăл халăх пуçаруллă пулнине ырлать кăна. «Ял хутлăхĕн администрацийĕнче пирĕн кашни кун ырми-канми хĕрÿ ĕç пырать, çавăнпа та эпир урамри кашни юпана сăнаса тăраймастпăр ĕнтĕ. Çавăнпа та ял халăхне хамăра ăнланма ыйтатпăр. Вăл палăртнă йывăрлăхсене май çитнĕ таран хăвăрт пĕтерме шантаратпăр. Хальхи вăхăт пуçаруллă çынсене юратать, анчах, шел пулин те, пурте çакна ăнланмаççĕ»,- пĕлтерчĕ ял хутлăхĕн пуçлăхĕ.

Пурнăç çине урăхла пăхакан та пур çапах Чăнкасси ял хутлăхĕнче. Тĕслĕхрен, Шанар ялĕн çыннисем ялти çутă системи юрăхсăра тухсан нумай кулянса çÿремен, пĕрле пухăнса сиксе тухнă инкеке хăвăртах сирме пултарнă.

Ял хутлăхĕнче патшалăх проекчĕсемпе программисем мĕнлерех пурнăçланнине те каласа кăтартрĕ пире М. Мельникова. «Экологи» Наци проекчĕпе килĕшÿллĕн, ял хутлăхĕнче коммуналлă хытă каяшсене вырнаçтармалли контейнерсене валли ятарлă площадкăсем хатĕрлерĕç. Çитес вăхăтра çакна майăн 14 ятарлă вырăнта 28 контейнер вырнаçтарĕç.

Ял хутлăхĕнче çул тăвас ĕç те ăнăçлăн пурнăçланса пырать. Кăçал, акă, Чăнкассинчи Мукачу урамне (ялти тĕп урамсенчен пĕрне) çул сарнă.

Темиçе район шайĕнче ĕçлекен предприятисем те килеççĕ Чăнкасси ял хутлăхне, вырăнти фермерсемпе предпринимательсем те ĕçе аванах пурнăçласа пыраççĕ. Тĕслĕхсем патне аякка каймалла мар. А. Федоровăн хресчен-фермер хуçалăхне кăна илер. Вăл хăйĕн предприятине анчахрах аталантарма пуçланă темелле, çапах та фермер кĕске вăхăтрах вăй илме пултарнă. Халĕ вăл 150 ĕне усрать. Унсăр пуçне Чăнкасси тăрăхĕнче Г. Баринов фермер ĕçлет. Унăн хуçалăхĕ те вăй илсе пырать. Выльăхсемсĕр пуçне, асăннă фермерсем тырпул тата пахчаçимĕç ÿстерсе сутаççĕ.

Мария Викентьевна ял хутлăхĕшĕн, районшăн яланах тăрăшма хатĕр, хăйĕн ĕçне чунтан тума тăрăшать, апла пулсан умри плансем пурнăçланса пыни, тăван тăрăх вăхăт ыйтнипе танах аталанса пыни ăна канăçпа савăнăç кÿрет, чунра пархатарлăх туйăмĕ çуратать.

 

И. ДЕРЮЖИН.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика