Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Савнă урамăн уявĕ

19 августа 2019 г.

Кĕчкей ялĕнчи Елена Мокеева хăй çуралса ÿснĕ ял урамĕн шăпинчен çывăхрах нимĕн те пулма пултараймасть тесе шухăшлать. Çакна тĕпе хурса, вăл тăван урамĕнче пурăнакансен нушипе савăнăçне пĕлсе пурăнма тăрăшать. Нумаях пулмасть çак маттур хĕрарăм, Ю. Шипов депутатпа тачă çыхăнса, палăртнă урамăн уявне йĕркелеме те пултарчĕ.

Уяв, паллах, питĕ ăнăçлă иртрĕ. Кунĕпех кунта илемлĕ юрă-кĕвĕ кĕрлерĕ, çынсен савăнăçлă кулли вара ытти урамра пурăнакансене те илĕртсе тăчĕ. Туслăха çирĕплетес тесе, кĕчкейсем уява кÿршĕри аксаринсене хăнана чĕнчĕç, вĕсем килнишĕн чунтан хĕпĕртерĕç.

Вырăнти пенсионерсен пĕрлешĕвĕн ертÿçи Р. Васильева, ял хутлăхĕн депутачĕ Ю. Шипов тата ытти хăнасем çынсене парнесемпе Хисеп хучĕсем парса чысларĕç. Салам сăмахĕнче вара пĕр-пĕрин хушшинче килĕшÿре тата туслăхра пурăнма сунчĕç.

 

Г. АНАТОЛЬЕВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика