Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхра та пуçа усман, çынлăха çухатман

19 августа 2019 г.

Çĕньял Пукашра пурăнакан Раиса Ивановна ИВАНОВА патне çитсе куртăм. Урамран пÿрте кĕричченех ку çуртра пурăнакансен тирпейлĕхне курса тĕлĕнтĕм. Кил-çурт алăк патĕнчен пуçланать тесе ахальтен каламаççĕ. Мана Раиса Ивановнăпа унăн шăллĕ Кронид Иванович питĕ кăмăллăн кĕтсе илчĕç.

Раиса Ивановна 1924 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Çĕньял Пукашра çуралнă (Шăпах ыран вăл

95 çул тултарать). Вĕсен çемйинче 5 ача пулнă. «Эпĕ шкулта 4 çул çеç вĕреннĕ. Пирĕн класра 24 ачаччĕ, вăл шутра эпир 5 хĕрача пулнă. Халĕ пĕрле вĕреннисенчен эпĕ анчах пурăнатăп», - терĕ Раиса Ивановна.

Йăмăкĕсемпе шăллĕсем çемйисемпе уйрăлса тухсан, Раиса Ивановна ашшĕ-амăшĕпе тăван килĕнче юлать. 1971 çулта ашшĕ çĕре кĕрет, 1991 çулта амăшне инçе çула ăсатать вăл. Пурнăçра ялан такăр çулпа утма çуккине çирĕплетет пĕр ĕмĕр патне пурăннă кинемей. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан, ялти вăй питти çынсем фронта кайнă. Çавна пулах 17 çулхи хĕр Кĕчкей ялĕ çывăхĕнче окоп та чавнă. «Хĕл питех те сивĕ килнĕ ун чухне. Йывăçсем шартлатса çурăлатчĕç. Улмуççисем те чылай пĕтрĕç. Шăн çĕре чаваттăмăр, çăл пури тарăнăш. Мĕнле чăтнă-ши. Нимĕç салтакĕсем Атăл тăрăх хăпарасран сыхланас, вĕсен çулне пÿлес тĕллевпе тăрăшнă ĕнтĕ. Чылай чухне вĕри апат та пулман, темиçе чĕлĕ ыраш çăкрипех çырлахма тивнĕ. Дисциплина питĕ çирĕпчĕ вара, ĕçрен юлма юраман, вăхăтра çитме тăрăшнă», - нушаллă вăхăтсене паянхи кун та асĕнче упрать вăл.

1943 çулта Раиса хăйсен урамĕ вĕçĕнчи çырмара вырнаçнă тир тăвакан заводра ĕçлеме пуçлать. Çăмăл пулман пулин те вунă çул хушши утнă вăл унта. 1953 çулта Октябрьски больницине санитаркăна вырнаçать. Кашни кун киле çÿренĕ, çил-тăманлă кунсенче çеç хваттере юлнă. Çичĕ çултан тăван ялĕнчи фельдшер пункт-не санитаркăна куçарни ун пурнăçне самаях çăмăллатать. Унта вара вăл тивĕçлĕ канăва тухичченех ĕçленĕ. «Тыл ветеранĕ» тата «Ĕç ветеранĕ» ятсене тивĕçнĕ вăл, Хисеп хучĕсем те пур унăн.

Раиса Ивановна ашшĕ-амăшĕ вилнĕренпех пĕччен пурăннă, выльăх-чĕрлĕх нумай усранă. Мăшăр тĕрекĕ-пе хÿттине туйма шăпа пÿрмен ăна. Юлашки вăхăтра ун патĕнче шăллĕ пурăнать. Ялти йăмăкĕ Лена та, Канашра пурăнакан Нина та час-часах аппăшĕ патне килсе çÿреççĕ, пулăшса хăвараççĕ. «Кăçалччен выльăхсене хамах апат параттăм. Пахчара та çумкурăкпа тăрмашатăп», - тет Раиса Ивановна. Ĕçĕ пур ĕнтĕ ялти çыннăн. 95 çула çитсе те вăл пуçа усман, хуçăлса ÿкмен, çынлăха çухатман. Уçă сывлăш та ырă ĕçсем – акă мĕн ватăлма памасть этеме. Тăван кил ăшшине малалла та упрама сывлăхĕ пултăр унăн, вăй-халĕ çиттĕр.

 

Р. МИХАЙЛОВА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика