Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кулатана çĕнетрĕç, кĕпере юсарĕç

19 августа 2019 г.

Нарат Чакки ялне Нухатнар çырми 2 пая уйăрать. Кунта сиплĕ çăл пур. Çур ял унта шыв ăсма çÿрет. Анчах кăçалхи çулла шыв тути кăштах улшăнни сисĕннĕ.

Нумаях пулмасть, пĕр канмалли кун, арçынсем пĕрле пухăнса çăл пурине тасатма анчĕç. Ĕç вырăнне Хуракасси ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В. Андреев та çитнĕ. Виктор Николаевич кулатана çиелтен витме бруссем панă. М. Кармаков, В. Гусев, К. Иванов, Н. Ильин, В. Скворцов 2 кун хушши кунта ĕçлерĕç. Ф. Перцев вара, ялăн тепĕр вĕçĕнче пурăнса кунта шыв ăсма çÿремест пулсан та, ытти ял çыннисемпе пĕр танах тăрăшрĕ. Кулатана çĕнĕ хăмасемпе витнĕ хыççăн шывăн тутипе пурте савăнма пултараççĕ. Юнашарах ялти чиркĕвĕн малтанхи настоятелĕ Иоанн атте купель лартнăччĕ. Кунта пырса сăваплă шывпа çăвăнма та пулать. Халĕ çакăнти пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен çăл йĕри-тавра çĕнĕ карта тытмалли кăна юлнă.

Темиçе кун маларах ял старости В. Трифонов ертсе пынипе арçынсен тепĕр ушкăнĕ ял варринчи кĕпер хĕррипе карлăксем вырнаçтарчĕ. Унччен çумăрлă çанталăкра шуса кайса çырмана та чăмма пулатчĕ. Ку кĕпер тăрăх выльăхсем те кĕтĕве каçса çÿреççĕ. Тахçанах шухăшлани тинех пурнăçланчĕ. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В. Андреев халăх нушине ăнланса карлăксем майлаштарса лартма пулăшрĕ.

В. ИЛЬИНА.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика