Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемье çирĕп пултăр, ан аркантăр

19 августа 2019 г.

Çемье – кашни çыншăнах чи хаклă пуянлăх. Вăл лайăх хутшăнура, ăнланулăхра йĕркеленни пурне те телей кÿрет, ун пек чухне ачасем те пур енлĕн аталанса çитĕнеççĕ. Çавăнпа йăласене хисепленĕ. Чăваш халăхĕ авалтан çемьери ырă йĕркесене çирĕп тытса пынă, вĕсене хисеплесе, пăхăнса тăнă, аслисен ăс-хакăл еткерне ăруран ăрăва çитернĕ.

Çемье çавăрма пĕр-пĕрне юратни кирлĕ теççĕ çамрăксем. Вĕсем, чăннипех те, юратса пĕрлешеççĕ, анчах та темшĕн-çке чылай çемьере юрату хĕлхемĕ часах сÿнет. Хăшĕсем 2-3 çултанах уйрăлса каяççĕ, теприсенне вунă çул хыççăн та хура кушак «çулне пÿлме пултарать». Пирĕн районта та мăшăрсем уйрăлнине çирĕплетекен тĕслĕхсен кăтартăвĕсем чылай чухне савăнтармаççĕ. Çакă ытларах чухне мăшăрсем умне тухса тăракан йывăрлăхсенчен те килет пулĕ. Уйрăмах хальхи çамрăксемшĕн, хăйсем тĕллĕн пурăнма хăнăхманран, çемьене тытса пырасси йывăрлăхсем кăларса тăратать. Ара, хăв çинчен кăна мар, мăшăрпа ачасем çинчен те шутлама, пурнăçа çĕнĕлле йĕркелеме тивет-çке. Шăпах çакăн пек самантсенче вĕсене пулăшу кирлĕ. Кун пирки те патшалăх манмасть, çĕршыв шайĕнче тăракан çивĕч ыйтăва татса пама майсем туса парать.

Пирĕн республикăра çемьесене упраса хăварас тата арканса каясран сыхлас тĕллевпе Чăваш Республикин Юстици министерстви «Çемьене упрар» проект тунă. Унпа килĕшÿллĕн, йывăрлăха туякан çамрăк çемьесене психологи пулăшăвĕ параççĕ. Ку пархатарлă ĕçе ЗАГС ĕçченĕсем, «Шупашкарти çул шутне çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕ», Шупашкар-Чăваш епархийĕ лекцисем, семинарсем, психологи тренингĕсем, çемье ыйтăвĕпе çыхăннă консультацисем йĕркелеççĕ. Вĕсенче мăшăрсен хăйсене хумхантаракан ыйтусем çине хуравсем тупма май пулĕ. Сăмахран, мăшăрланма заявлени тăратнă çамрăксене психологи занятийĕсене пыма йыхрав параççĕ. Çавăн пекех çамрăк мăшăрсене çемьери кăлтăк-сăлтăка татса парас, лайăх та çирĕп çемье йĕркелес, юратупа ăнланăва ĕмĕр вĕçне çитичченех упраса ачасене тĕрĕс-тĕкел çитĕнтерес енĕпе психологи пулăшăвĕ сĕнĕç.

Уйрăлма шутлани çинчен заявлени çырнă çамрăксене те хăйсен хушшинчи хутшăнăва психологпа канашласа татса пама сĕнеççĕ. Кунсăр пуçне, асăннă проектпа килĕшÿллĕн шкул ачисемпе тата студентсемпе çемье çавăрас ыйтупа тĕлпулусем ирттерĕç.

Палăртса хăварар, юлашки 5 çул хушшинче арканнă çемьесем сахалрах пулнипе пирĕн республика малтисен шутĕнче тăрать. Росстат кăтартăвĕсем тăрăх, иртнĕ çул федерацин Атăлçи округĕпе эпир 1-мĕш вырăн, Раççей Федерацийĕнчи субъектсем хушшинче 7-мĕш вырăн йышăннă. Нимĕн те калаймăн, ку кăтартусем савăнтараççĕ, çапах та алă усма юрамасть, шухăшлаттаракан тĕслĕхсем пирĕн çавах та пур-ха. Вĕсене тĕпрен пĕтерме çук, çемьесем саланнине чакарас, çирĕплетес тесен тивĕçлĕ йышăнусем тумаллах пирĕн.

 

Н. СЕМЕНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика