Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сĕнтĕрвăррисем те хула юбилейне хутшăнĕç

19 августа 2019 г.

Шупашкар 550 çул тултарнине паллă тăвакан уявра хутшăнассине район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников ертсе пынă йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕнче сÿтсе яврĕç.

Культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Елизавета Матюшова пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн район хăйне туризма аталантаракан, хăйĕн историйĕпе культура еткерне тата йăлисене саракан район пек кăтартать.

Уяв хăнисем пирĕн хулан ĕлĕкхи пурнăçĕпе паллашĕç. Унта кăçат йăваланине, çăм арланине, чăлха-нуски çыхнине, хăваран авса тĕрлĕ япаласем тунине курма май пулĕ. Çавăн пекех «Марпосадский» çăкăр комбиначĕ тата «Смак-Агро» тулли мар яваплă общество кăларакан продукцисен куравĕ ĕçлĕ.

Уява хутшăннисем район историйĕнче паллă йĕр хăварнă çынсемпе (Аслă Екатерина, Мария Александровна тата 1-мĕш Павăл, Бичуринпа Пушкин, Пугачевпа Разин) тĕл пулĕç. Ентешĕмĕр, Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ А.Г. Николаев космонавт та экспозицире паллă вырăн йышăнĕ.

Концерт программинче Новински салин вырăс халăх хорĕ, «Сĕнтĕр» тата «Кунер» халăх фольклор коллективĕсем, вĕрсе каламалли инструментсен «Здравица» оркестрĕ, «Шурăмпуç» фольклор ансамблĕ хăйсен пултарулăхне кăтартĕç.

А. БОГОЯВЛЕНСКАЯ.

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика