Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ентешĕмĕре тивĕçлĕн чыслăпăр

19 августа 2019 г.

Пирĕн район хăйĕн çăлтăр патне çити çĕкленнĕ мухтавлă каччине чыслама хатĕрленет. Авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Совет Союзĕн икĕ хут Геройĕ Андриян Григорьевич Николаев çуралнăранпа 90 çул çитет.

Çавна май иртнĕ юнкун район администрацийĕн пуçлăхĕ Анатолий Мясников ертсе пынипе йĕркелÿ комитечĕн ларăвĕ иртрĕ. Унта мероприятисен планне пăхса тухрĕç. Сумлă юбилее чаплă ирттерессишĕн тăрăшаççĕ. Çуралнă кунпа çыхăннă «90» цифра уяв пуçламăшĕнчен вĕçне çитиех кашни мероприятирех палăрĕ.

Культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Елизавета Матюшова пĕлтернĕ тăрăх, уяв çĕнĕ те тарăн пĕлтерĕшлĕ мероприятисемпе пуян пулĕ. Аслисем валли те, çамрăксем валли те уявра хутшăнмалли 9 лапам ĕçлĕ. Чи палăрăмли виççĕмĕш лапамра пулĕ. Хавхалануллă митинг А.Г. Николаевăн Мемориаллă комплексĕ умĕнче иртĕ. Çамрăк космонавтсем «Андриян сукмакĕпе» квест-вăйăра хăйсен ăсне-вăйне тĕрĕслĕç. Вĕренекенсем космос ветеранĕсемпе тĕл пулса вĕсене 90 ыйту пама пултарĕç. Пултарулăх ушкăнĕсем валли «Эпĕ космоса суйлатăп» агитбригадăсен конкурсĕ тата «Çын çăлтăр пек çуралать» район шайĕнчи фестиваль иртет. Иккĕмĕш конкурсĕнче хор коллективĕ-сем «Тÿпене çити» ятлă смотрта хăйсен пултарулăхне кăтартĕç.

Çавăн пекех уява хутшăнакансем «Космонавт ентешĕмĕре кĕтсе илни» фотокуравпа тата документлă фильмсем пăхса чăваш Кăйкăрĕн кăсăклă ачалăхĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашĕç. Юбилейлă мероприяти вĕçĕнче фейерверксен 90 тĕслĕ эрешĕ тÿпене çутатĕ.

Кун пек пуян мероприятиллĕ уяв кашни çын чунĕнче йĕр хăварасса, чылайччен асра юласса шанса тăратпăр.

 

Н. КОЛЕСНИКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика