Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕп тема - Патшалăх Канашне янă Çыру

22 февраля 2019 г.

Иртнĕ юнкун пирĕн республикăра, вăл шутра пирĕн районта та, Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ пулчĕ. Унăн темисем çаксем: Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Патшалăх Канашне янă Çырăвĕ; коммуналлă хытă каяшсене пуçтарассине тата илсе тухассине йĕркелесси; Чăваш Республикинче цифрăллă эфир телевиденийĕ çине куçасси; килти чĕрчунсене тытмалли правилăсене пăхăнасси; Чăваш Республикинче 2018-2019 çулсенчи кĕркуннехи-хĕллехи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕн правилисене тивĕçтересси. Асăннă темăсене икĕ информаци ушкăнĕ çутатрĕ. Чăваш Республикин культура, национальнăç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕ К.Яковлев ертсе пыракан ушкăн малтан Атăлçи патшалăх технологи университечĕн филиалĕн ĕç коллективĕпе тата студентсемпе тĕл пулчĕ. Ку ушкăнра тата район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников, Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн, промышленнăç тата суту-илỹ министрĕн çумĕ С.Григорьев пулчĕç. Ларусен залĕнче пуçтарăннă халăха хăнасемпе вĕренỹ заведенийĕн директорĕ А.Автономов паллаштарчĕ. Иккĕмĕш тĕлпулу Октябрьскинчи вăтам шкулта иртрĕ. Кунта информаторсем кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухнисĕр пуçне пуçтарăннă халăхпа пĕрле сенкер экран çинче Раççей Президенчĕ В.Путин Федераци Пухăвне янă Çырупа тухса калаçнине итлерĕç, кайран сỹтсе яврĕç.

 

Иккĕмĕш информаци ушкăнне республикăри васкавлă медицина пулăшăвĕн Мускав районĕнчи пĕрремĕш номерлĕ подстанцийĕн ертỹçи В. Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ - культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Е. Матюшова, пĕрремĕш номерлĕ гимнази директорĕ Н.Давыдова, районти краеведени музейĕн директорĕ Л.Мизгирева тата Чрезвычайлă лару-тăру министерствин районти пайĕнче надзор ĕçĕсене пурнăçласа пыракан А.Сапожников кĕчĕç. Ушкăн ертỹçи В. Иванов пулчĕ. Владислав Леонидович республика Пуçлăхĕн Çырăвĕнче лартнă тĕллевсене тепĕр хут палăртрĕ. Эпир те вĕсене асăнса хăварар-ха. Çапла, республикăри халăхăн вăтам пурнăç тăршшĕне 2024 çулччен 74 çултан 78 çул таран хăпартмалла. 2020 çулччен республикăра пилĕк çĕнĕ производство предприятийĕ уçса 11 пин çынна ĕç вырăнĕсемпе тивĕçтермелле. Производство калăпăшне 38 процент таран ỹстермелле (халь 34). Кăçал каяшсене илсе тухнăшăн тỹлемелли укçа хакĕ те йỹнелмелле. Реформа планĕ тăрăх, çак сумма 73-75 тенкĕрен 60 тенкĕ таран чакмалла. Республикăри кивĕ ФАПсенчен ытларахăшĕ юрăхсăра тухнă. Вĕсене пăсса çĕнĕрен хăпартас программа ăнăçлăн пурнăçланса пырать. План тăрăх кăçал районта икĕ çĕнĕ учреждени тумалла. Вĕсене Ăстакасси тата Сĕнтĕрпуç ялĕсенче вырнаçтарĕç. Е. Матюшова ытларах район хутшăнакан культура программисем çинче чарăнса тăчĕ, "Вырăнти Культура çурчĕ" программăпа эпир 2020 çулччен икĕ Культура çуртне хута ярассине пурнăçа кĕртесшĕн - Ăстакассинче тата Караньялĕнче. Иртнĕ çул "Тăван кĕтес культури" ("Культура малой Родины") программăн пĕлтĕрхи тапхăрне ăнăçлăн пурнăçланине те асăнса хăвармалла. Çапла, районта 5 çĕнĕ Культура çурчĕ уçăлчĕ, тепĕр виççĕшне юсаса çĕнетрĕç. Шел пулин те, кăçалхи 8 заявкăран патша- лăх виççĕшне кăна пурнăçлама пултарать. "Чăваш автономи облаçĕ йĕркеленнĕренпе 100 çул çитни тата Шупашкар хулин 550 çулхи юбилейĕ" программăна пурнăçлас тĕллевпе хулари краеведени музейне çĕнетрĕмĕр. Çак тĕллевпе уйăрса панă 12 миллион та 170 пин тенкĕ çилпе вĕçсе кайман. Тунă ĕç калăпăшне хăвăр куçпа пырса пăхма пултаратăр. Реставраци хыççăн аялти хута та ĕçе яма май килчĕ. Малашнехи тĕллев - Соснин купца çуртне тата Н.Крупская тухса калаçнă балконлă çурта юсасси", - пĕлтерчĕ Елизавета Викторовна. Каярах гимназире тата районти Культура çуртĕнче пухăннисем умĕнче А. Сапожников калаçрĕ, "Кăçал республикăра 152 пушар тухнă, вĕсенчен 3-шĕ пирĕн районта. Пĕр çын вилнĕ. Вĕсен сăлтавĕсем хушшинче электрооборудованипе, электрокăмакасемпе тĕрĕс мар усă курни. Çынсем электросете те пысăк нагрузкăпа ĕçлеттереççĕ. Çакă хăрушă. Мунча кăмакисемпе усă курассинче те хăрушсăрлăх йĕркине пăхăнмалла. Мунча стенине çапнă "вагонкăна" пилĕк çулта пĕрре çĕнетсе тăмалла. Кăмакана пỹлĕм кĕтессине вырнаçтарма юрамасть. Вĕсем хушшинче метр çурă хушă пулмалла",- пĕлтерчĕ Александр Валерь-евич. Юлашкинчен музей ĕçченĕсем хăнасем валли çĕнетнĕ пỹлĕмсем тăрăх экскурси ирттерчĕç. И.ЭТМЕНЬ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика