Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » А. Мясников, "Çырура палăртнă тĕллевсене пурнăçлама майсем çителĕклĕ"

22 февраля 2019 г.

Иртнĕ юнкун Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Владимирович Путин РФ Федераци Пухăвне çуллен яракан Çырăвĕпе тухса калаçрĕ. Çав кун Пĕрлĕхлĕ информаци кунĕ иртнĕ май Сĕнтĕрвăрри район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников Чăваш Республикин культура, национальнăç ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕпе К.Яковлевпа, экономика аталанăвĕн, промышленнăç тата суту-илỹ министрĕн çумĕпе С.Григорьевпа пĕрле Раççей Президенчĕ хăйĕн Çырăвĕпе паллаштарнине Октябрьскинчи вăтам шкулта педагогсен коллективĕпе итлерĕç. В.Путин хăйĕн сăмахне вĕçленĕ хыççăн Анатолий Аркадьевич çапла каларĕ: "Çĕршыв Президенчĕ демографи лару-тăрăвне ла-йăхлатма, çамрăк çемьесене тата нумай ачаллă çемьесене финанс енчен пулăшас енĕпе татăклă задачăсем палăртни савăнтарать. Яланхи пекех, Владимир Владимирович сывлăха сыхлассипе вĕрентỹ ĕçне, промышленнăçа аталантарассине, çĕршывăн хỹтĕлевлĕхне ỹстерессине тимлĕх уйăрчĕ, ытти сферăсенче тунă çитĕнỹ-сене асăннипе пĕрлех çывăх вăхăтра пурнăçламалли мерăсене палăртрĕ. Çырура палăртнисене пурнăçа кĕртессишĕн пирĕн те çине тăрса ĕçлемелле пулать. Вĕсене ăнăçлă пурнăçлама Сĕнтĕрвăрри районĕн майсем çителĕклĕ. Пирĕн тĕп задача - района, пĕтĕмĕшле илсен çĕршыва, малалла аталантарассишĕн пĕрлехи йышпа вăй хурасси".

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика