Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Уплерсем хăнасене йышăнчĕç

22 февраля 2019 г.

Уплер ялĕн халăхĕшĕн Театр çулталăкĕ тĕлĕнмелле туллин пуçланчĕ. Кунта концертсемпе тĕрлĕ йышши фольклор коллективĕсем килсех тăраççĕ. Нумаях пулмасть уплерсем патне хăнана Çĕрпỹ районĕнчи Ỹречекасси ял клубĕн ушкăнĕ килчĕ. Артистсен репертуарне юрăсем кăна мар, шỹтлĕ инсценировкăсем те кĕртнĕ. Хăнасем куракана чăваш халăхĕн литературипе театрĕн историйĕпе паллаштарчĕç, пирĕн районăн паллă çыннисен биографийĕсене аса илтерчĕç. Çак ĕç Н.Титова библиотекарь тăрăшнипе те пурнăçланчĕ. Каярах Ỹречекасси кинемейĕсем пурин асне те кĕрсе юлнă номер кăтартрĕç. Пĕлекенсем вĕсене Бураново ялĕнчи артисткăсемпе танлаштарчĕç. Каярах кунта Афганистан вăрçи вăхăтĕнче вилнĕ салтаксене халалланă юрăсем те янăрарĕç. Эрне каялла вара тепĕр уяв иртсе кайрĕ-Çветтуй Валентин кунĕ. Ун чухне пĕтĕм тĕнчери юратакансем хăйсен уявне паллă тăваççĕ. Вĕсене халалласа Сĕнтĕрпуçĕнчи Культура çурчĕн солисчĕсем Г. Чалкова, Ф.Анисимова, С. Ларионов тата П.Белов ятарлă концерт ирттерчĕç. Унсăр пуçне Ф.Анисимова хăй çĕленĕ чăваш кĕпин куравне йĕркеленĕ. Курава тăратнă илемлĕ кĕпесемпе пур кăмăллакан та паллашма пултарчĕ.

Г.ТРИФОНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика