Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сумлă çыннăн пысăк юбилейĕ

22 февраля 2019 г.

Пирĕн районта тăхăрвунă е çĕр çула çитнĕ мучисемпе кинемейсем сахал мар. Вĕсен шутĕнче иртнĕ эрнере 90 çул тултарнă Христина Терентьевна ТЕРЕНТЬЕВА та. Христина Терентьевна колхозниксен çемйинче çуралнă, мĕн пĕчĕкренех ĕçре пиçĕхсе ỹснĕ. 1944 çулта тăван Энĕшкасси ялĕнчи çичĕ класлă шкула пĕтернĕ хыççăн хĕр Çĕрпỹри педагогика училищине вĕренме кĕрет. Каярах çамрăк вĕрентекен халĕ Октябрьски ял хутлăхне кĕрекен Малти Пукаш ялне куçса килет, кунти шкулта пуçламăш класри ачасене вĕрентме пуçлать. Малти Пукашрах хĕр хăйĕн телейне тупать, Александр ятлă каччăпа пĕрлешсе пилĕк ача çуратать. Ашшĕпе амăшĕ вĕсене тĕрĕс çул çине тăма пулăшса тивĕçлĕ çын тăваççĕ. Шел пулин те, 1975 çулта Христина Терентьевнăн мăшăрĕ пурнăçран вăхăтсăр уйрăлать. Анчах пурнăç тăвăлĕсем хĕрарăма çапса хуçаймаççĕ. Вĕрентекен ĕçне хăварнă хыççăн Х.Терентьева хăмлаçăсен бригадине кĕрет. Унта ĕçлесе Хисеп хучĕсене тивĕçет. 1964 çулта вăл "Ача амăшĕ-героиня" ята илет. 2006 çулта хĕрарăма вара кая юлнă "Ĕç ветеранĕ" ят та шыраса тупать. Сумлă вĕрентекене тахçан ун патĕнче ăс пухнисем те манмаççĕ. Тĕслĕхрен, 60 çул каярах Х. Терентьева патĕнче вĕреннĕ А. Кольцов хăйĕн асаилĕвĕсенче акă мĕн çырать, "Христина Терентьевна тăрăшнипе эпир пурнăçра тĕрĕс çул тупрăмăр. Илемлĕ литературăпа, спортпа туслашрăмăр, обществăшăн юрăхлă çынсем, производствăра ĕçлекенсем пулса тăтăмăр". Иртнĕ ытларикун вара Христина Терентьевнăна саламлама ял хутлăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем çитрĕç. Вĕсен хушшинче ял хутлăхĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Л. Далызина тата кунти çар учечĕн ĕçченĕ С. Мастьянова пулчĕç. Вĕсем сумлă юбиляра Раççей Президенчĕн В. Путинăн тата район администрацийĕн пуçлăхĕн А. Мясниковăн саламлă çырăвĕсене вуласа пачĕç. Кил хуçи хăйĕн çамрăклăхне аса илчĕ, саламсене итлесе савăнчĕ. Халь юбилярăн 11 мăнук тата 14 кĕçĕн мăнук. Эпир те ăна çирĕп сывлăх тата телей сунатпăр. Христина Терентьевна чылай çулччен тунă ырă ĕçĕсемпе мăнаçланса тата тĕпренчĕкĕсемпе нумай савăнса пурăнтăр.

И.ДЕРЮЖИН.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика