Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕлтĕр тунă ĕçе пĕтĕмлетрĕç

18 февраля 2019 г.

Иртнĕ ытларикун Шĕнерпуçĕнчи Культура çуртне халăх нумай пуçтарăнчĕ. Кунта пĕлтĕр туса ирттернĕ ĕç-хĕл çинчен ял тăрăхĕн пуçлăхĕ С.Назаров отчетлă докладпа тухса калаçрĕ. Вăл уйăрса панă бюджет укçи çулсене юсама тата тытса тăма, урамсене каçсерен çутатма, ялсенче тирпейлĕх тытса тăма тата ытти кирлĕ ĕçсене тума кайнине пĕлтерчĕ, сăмахне цифрăсемпе çирĕплетрĕ. Семен Михайлович нумай çивĕч ыйтусене пĕрлĕхлĕ вăйпа çеç татса пама пулнине палăртрĕ. Ялти хастар çынсене тав тума та манмарĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников, унăн çумĕ - культура тата социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Е.Матюшова, ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.Мустаев, вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ С.Арсентьева, районти социаллă хỹтлĕх пайĕн пуçлăхĕ О.Львова, районти надзор тата профилактика ĕçĕсен пайĕн пуçлăхĕ А.Сапожников, районти выльăхсен чирĕсемпе кĕрешекен станци пуçлăхĕ В.Уланкова, район Пухăвĕн депутачĕ Р.Почемов, районти тĕп больницăн тĕп врачĕн çумĕ Л.Албутова, ял тăрăхĕн Пухăвĕн депутачĕсем, тĕрлĕ патшалăх службисен ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Вĕсенчен нумайăшĕ хăйсен ыйтăвĕсемпе тухса калаçрĕç, халăх панă ыйтусем çине хуравларĕç. Пухура чи тивĕçлисене Хисеп хучĕсем парса та хавхалантарчĕç. Калас пулать, пуху пуçланас умĕн халăха Шĕнерпуçĕнчи тата Çичĕпỹртри Культура çурчĕсем çумĕнчи пултарулăх ушкăнĕсем савăнтарчĕç. Концерт пурин кăмăлне те çĕклерĕ. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников пĕтĕмлетрĕ. Вăл районти экономикăри тата социаллă сферăри çитĕнỹсем çинче чарăнса тăчĕ. Шĕнерпуçсене пуçаруллăрах пулма, социаллă программăсене хастартарах хутшăнма чĕнсе каларĕ.

И. ЛЬВОВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика