Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Инвестици форумĕ иртрĕ

18 февраля 2019 г.

Виçĕмкун тата ĕнер Сочире Раççейăн инвестици форумĕ иртрĕ. Ун ĕçне Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев та хутшăнчĕ. Малтанхи кун форумăн пленарлă ларăвĕ "Ăнăçлăх факторĕсем: çĕнĕ шухăшсем, кадрсем, компетенцисем" ятпа иртрĕ. Мероприятие "Россия-24" канал обозревателĕ М.Корженевский ертсе пычĕ. Пуçтарăннисем умĕнче Раççей Правительствин Председателĕ Д.Медведев тухса калаçрĕ. Уйрăмах вăл кадр-сем хатĕрлес ыйту çинче чарăнса тăчĕ. Çав кунах форумра "Сывă пурнăç - общество аталанăвĕн никĕсĕ" сесси иртрĕ. Унта пирĕн республика Пуçлăхĕ пуçтарăннисене "Активлă вăрăм пурнăçăн паспорчĕ- пе", республикăра çын ĕмĕрне вăрăмлатма мĕнле пĕлтерĕш- лĕ мероприятисем ирттернипе паллаштарчĕ.Çавăн пекех М.Игнатьев "Экономика аталанăвне хăвăртлатмалли институт" фончĕн председателĕпе Е.Рыбаковăпа тĕл пулчĕ, пĕрле ĕçлемелли ятарлă Килĕшỹ çине алă пусрĕ. Ку фондпа пирĕн республика малтан та çыхăну тытнă. Малашне ку ĕç чылай вăйланĕ. Предпринимательлĕх ĕçне ытларах çамрăксене явăçтарма кирлине те палăртрĕ тĕлпулура республика Пуçлăхĕ. "Экономикăпа социаллă аталанăвăн лайăх тĕслĕхĕсем" сессире те пулма ĕлкĕрчĕ М.Игнатьев. Çав кунах Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕ тата Раççейăн технологи паркĕ-семпе кластерсен аталанăвĕн Ассоциацийĕ килĕшỹ турĕç. Республика енчен документ çине М.Игнатьев алă пусрĕ. Ку енĕпе Чăваш Енĕн пысăк опыт пур. 2012 çултанпа Чăваш Енре инновациллĕ электротехника кластерĕ ĕçлет, унта 40 предприяти кĕрет. Унсăр пуçне М.Игнатьев форумра тĕрлĕ министерствăсемпе ведомствăсен, шултра бизнес тытăмĕн ертỹçисемпе курса калаçрĕ, "Химпром" ПАО тата "Трактор завочĕсем" концернăн малашлăхĕ, вĕсенче çĕнĕ технологисем пурнăçа кĕртесси пирки калаçса татăлчĕ. Ĕнер вара форумра регионсен эффективлă аталанăвĕн алгоритмне тата ытти ыйтусене сỹтсе яврĕç. ПИРĔН КОРР.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика