Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ака уйăхĕн 15-мĕшĕччен "цифра" çине куçăр

18 февраля 2019 г.

Чăваш Республикинче цифра телесечĕ ăнăçлă ĕçлеме пуçларĕ. Пирĕн республикăра пурăнакансенчен 99 проценчĕ халĕ 20 телеканала тỹлевсĕр, пысăк пахалăхпа пăхма пултарать. Эфирти телевидение республикăра 42 станци тивĕçтерсе тăраççĕ. Вĕсенче вырнаçтарнă передатчиксем 10-шар канал икĕ мультиплекспа трансляцилеççĕ. Вĕсен сигналĕ- сене Чăваш Енĕн кашни хулипе ялĕнчех йышăнма пулать. "Цифра" çине куçнă çынсем "Чувашия" патшалăх телерадиокомпанин хыпарĕсемпе программисене, яланхи пекех, "Россия 1" тата "Россия 24" каналсем çинче пăхма пултараççĕ. Цифрăллă телевиденин лайăх енĕсем - экран çинчи ỹкерчĕк тата сасă пахалăхлă пулни, пĕр харăс нумай канал йышăнма пултарни, йышăнакан оборудование ансат майпа шайлаштарни, абонент тỹлевĕ çукки. Хальхи йышши телевизорсем цифрăллă эфир каналĕ- сене çăмăллăнах йышăнма пултараççĕ. Вĕсене шалти е тулашри дициметрлă антеннăпа çеç тивĕçтермелле. Паллах, телевизор кивĕ пулсан ятарлă хатĕр - приставка туянма лекет. Цифра телевиденийĕн тепĕр лайăх енĕ те пур. "Первый канал", "Рос- сия 1", "НТВ", "Россия К", "ТВ Центр", "Карусель", "Спас", "Пятый канал" тата "Матч ТВ" телеканалсене субтитрсемпе усă курса пăхма май пур. Ку уйрăмах хăлха япăх илтекенсем валли меллĕ. Телетекста ĕçлеттерсе яма пульт çинчи ятарлă кнопка çине çеç пусмалла. Аса илтеретпĕр: аналоглă телесигнала пирĕн республикăра кăçалхи ака уйăхĕн 15-мĕшĕнче пăрахăçлаççĕ. Халĕ ĕнтĕ çынсенчен нумайăшĕ "цифра" çине куçаççĕ. Асăннă кунччен пурин те йышăнакан оборудовани (антенна е приставка) илме ĕлкĕрмелле. Енчен те ыйтусем сиксе тухаççĕ пулсан, вĕсен тупсăмне смотрицифру. рф сайт çинче шырама пулать е 8-800-220-20-02 телефонпа шăнкăравласа ыйтса пĕлме май пур.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика