Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Афган паттăрĕсене сума суса

18 февраля 2019 г.

Ĕнер Афганистанран совет çарĕсен чикĕллĕ контингентне илсе тухнăранпа 30 çул çитрĕ. 10 çул хушши пынă вăрçăра 15 пин совет салтакĕ пуç хунă. Пирĕн Чăваш Республикинчен 5 пин çын Афган çулăмĕ витĕр тухнă, 119-шĕ каялла таврăнайман. Пирĕн районтан 51 çын Афган вăрçине хутшăннă. Шел те, тăваттăшĕ - Александр ОВЧИННИКОВ (Ваçликасси), Игорь ИВАНОВ (Сĕнтĕрвăрри), Владислав СЕРГЕЕВ (Сĕнтĕрпуç), Николай МАТРОСОВ (Шанарпуç) - интернационаллă тивĕçе пурнăçласа паттăрсен вилĕмĕпе пуç хунă. Кашни çулах хулари (Ача-пăча биб-лиотеки çывăхĕнче) палăк умĕнче Афган тата Чечен вăрçисенчен таврăнайманнисене асăнса митинг иртет. Кăçал та афганецсем, Чечен вăрçин ветеранĕсем, хулара пурăнакансем, шкул ачисем, студентсем палăк патне пуçтарăнчĕç. Митинга Афганра пуç хунă Игорь Ивановăн тата Чечен вăрçинчен таврăнайман Александр Исмуковăн амăшĕсем - Лидия Ивановна Калинина тата Ольга Афанасьевна Исмукова хутшăнчĕç. Калас пулать, Афган вăрçин палăк çине çырса хунă тепĕр виçĕ паттăрĕн ашшĕ-амăшĕ ку тĕнчерен уйрăлса кайнă та ĕнтĕ. Митингра район пуçлăхĕ Н.Николаев, район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Мясников, "Çапăçусем витĕр тухнă ветерансем" районти обществăлла тытăмăн председателĕ, Хăюлăх орденĕн кавалерĕ И.Кузьмин, районти Афган ветеранĕ-сен канашĕн председателĕ В.Егоров тухса калаçрĕç. Унтан митинга пуçтарăннисем Афган вăрçинче пуç хунисене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç, каярахпа палăк çумне чĕрĕ чечексем хучĕç. Çав кун районти шкулсенче, Культура çурчĕсенче асăннă пулăмпа çыхăннă нумай мероприяти иртрĕ.

И.ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика