Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасемшĕн ырă тĕслĕх пулнă

18 февраля 2019 г.

Эпĕ сире иртнĕ ĕмĕрте Вăта Пукаш ялĕнче пурăннă Н. ОХИЛЬКОВА пурнăçĕ çинчен каласа парасшăн. Нина Гавриловна 1916 çулта çуралнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн Çĕрпỹ хулинче вĕрентекен специальноçне алла илнĕ. Çирĕм пĕр çулта хĕр Вăта Пукаш шкулне ĕçлеме килнĕ. Нина Гавриловна ачасене илемлĕ вулама, таса çырма, тĕрĕс шутлама вĕрентнĕ. Хăйĕн ĕçне чун-чĕререн парăннă. Вăрçă çулĕсенче хĕрарăмсем килти ĕçе вĕçлесенех шкула пухăннă. Унта салтаксем валли посылкăсем хатĕрленĕ, вĕсенче ăшă тумтирпе фронтри йывăр кунсене чăтса ирттерме пулăшакан япаласем ăсатнă. Кунтах салтак çырăвĕсене те вуланă. 1939 çулта Нина Гавриловна Куславкка районĕнчи Кутемер ялĕнчи Николай Семеновпа çемье çавăрнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухиччен тăватă уйăх малтан вĕсен Генрих ятлă ывăл çуралнă. Вăрçа тухса каяс умĕн çемье пуçлăхĕ сăпкара выр- такан ачана алла илсе, "Сана лайăх ỹстерме шутланăччĕ, май килмерĕ, тăшман кансĕрлерĕ. Пысăк ỹс, ăслă, сывă пул",-тесе хăварнă. Унтан кил хуçи арăмĕпе ачине чуптуса килтен тухса кайнă. Ача та, ашшĕ яланлăха тухса кайнине туйса, макăрса янă. Нина Гавриловна мăшăрĕн пурнăçĕ паттăрсен вилĕмĕпе татăлни çинчен пĕлсен те пуçне усман, тăлăха юлнă ытти ял хĕрарăмĕсене хуйха чăтса ирттерме пулăшнă, вĕсене валли ăшă сăмах тупма тăрăшнă, çырусем те çырса панă. Çĕнтерỹ хыççăн вĕрентекен хайĕн ĕçне таврăннă. Вăта Пукаш шкулĕнче, каярах Çĕрпỹ районĕнчи шкулсенче ĕçленĕ. Вăхăт самай иртсен вăрçă ветеранне С.Соловьева качча тухнă. Ваçликасси ялне куçса килсе пилĕк ача çуратнă. Шел, çемье пуçлăхĕ 61 çулта чирлесе вилнĕ. Пилĕк ача хушшинче уйрăмах Дина хĕрне палăртса хăвармалла. Вăл культура училищине пĕтерсе баянист тата пианист ăсталăхне алла илнĕ, "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Унăн амăшĕ вара 77 çулччен пурăннă. Халăх ăна тивĕçлĕ те ĕçчен хĕрарăм пек астуса юлнă.

Л. АНДРЕЕВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика