Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Компьютерпа Интернет хăрушлăхĕ çинчен

18 февраля 2019 г.

Хальхи вăхăтра Интернет ачасемпе яшсен пурнăçĕнче пысăкрах та пысăкрах пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать. Чылай чухне унта вĕсем тĕрлĕ йышши çĕнĕлĕхсем вĕренсе ăса илеççĕ, анчах та ку енĕпе культура çукки вĕсене сиен кỹме те пултарать. Çак эрне Раççейре "Цифра ачалăхĕн хăрушсăрлăхĕ" ятпа акци иртрĕ. Хуракасси ялĕнчи библиотека та "Компьютер туртăмĕ" ("Компьютерная зависимость") сехет йĕркелерĕ. Библиотека ĕçченĕсем ял шкулĕнчи çиччĕмĕш класра вĕренекенсемпе тĕл пулса компьютер умĕнче кунĕпе ларни сывлăхшăн сиенлĕ пулни çинчен калаçрĕç. Кунта ачасене компьютер вăййисен хăрушлăхĕ пирки те аса илтерчĕç. Каярах вĕсем хăйсене тĕрĕслесе пăхас тĕллевпе ятарлă тест ыйтăвĕсем çине хуравларĕç. Юлашкинчен çакăн пек пĕтĕмлетỹ турĕç, чăн пурнăç компьютерта е Интернетра чикĕсĕр сăнарлакан пурнăçран чылай кăсăклăрах.

И. СТРЕЛКОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика