Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенси тата Амăшĕн капиталĕн ыйтăвĕсемпе

18 февраля 2019 г.

Иртнĕ ытларикун район администрацийĕн ĕçченĕсем Чăваш Республикин Пенси фончĕн представителĕсемпе тĕлпулу ирттерчĕç. Района килнĕ делегацире Чăваш Республикинчи Пенси фончĕн пайĕн управляющийĕн çумĕ И.Коннова тата пенси укçипе тивĕçтерекен пай пуçлăхĕн çумĕ И. Ефимова, Пенси фончĕн районти пайĕн пуçлăхĕ М. Маренина пулчĕç. Кун йĕркинче тăракан ыйтусем хушшинче пенси законодательствине улшăнусем кĕртесси тата Амăшĕн капиталĕпе усă курмалли йĕркери улшăнусене пăхса тухасси пулчĕ. Пенси фончĕн ĕçченĕсем тивĕçлĕ канăва çĕнĕ йĕркепе тухмаллине аса илтерчĕç, балсен системине, пенсие тухма хатĕрленекенĕн статусне анлăн уçса пачĕç. Пĕлтĕр Амăшĕн капиталне тỹлес йĕркене те улшăнусем кĕртнĕ. Вĕсенчен чи пысăкки - капитала çулталăк çурă çитмен ачасем валли уйăрса паракан тỹлев сумми çине хывма май пурри. Кунта пĕр услови пур, ачана 2018 çулхи чỹк уйăхĕн 1-мĕшĕччен çуратни е палăртнă кунччен усрав çемьене кĕртни кирлĕ.

А. МАКСИМОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика