Редакция Мариинско-Посадской районной газеты "Наше слово"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                         

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ОРВИ чирĕ сарăлать

11 февраля 2019 г.

Кăрлач уйăхĕн 25-31-мĕшĕсенче пирĕн районта ОРВИ чирĕпе чирленĕ 47 тĕслĕхе шута илнĕ. Ун умĕнхи эрнепе танлаштарсан, 3 тĕслĕх ытларах. Çынсем çак чирпе чирлесси уйăх вĕçĕнче 6,4 процент ỹснине палăртмалла. Чирленисем хушшинче 57,4 проценчĕ - вунçичĕ çула çитмен ачасем. Вăл шутра: çулталăк тултарманнисем - 7,4 процент, 1-2 çултисем - 11,1процент, 3-6 çултисем - 22,2 процент. Шкула тата ача садне 85,1 процент ача çỹрет. Иртнĕ эрнере 14 çула çитмен ултă ачана больницăна хунă. Асăннă тапхăрта гриппа чирленĕ тĕслĕхсем пулман. Кăрлач уйăхĕн вĕçĕнче аслă ỹсĕмри 2 çын больница тулашĕнчи пневмонипе чирленине шута илнĕ. Пĕлтĕр ку тапхăрта ун пек тĕслĕхсем пулман. ОРВИ чирĕ анлă сарăлнине пула иртнĕ çулхи раштав уйăхĕн 10-17-мĕшĕсенче 1-мĕш номерлĕ гимназири 7 "а" тата "б" классенче вĕрентỹпе воспитани ĕçне чарса лартнă пулнă. Халĕ Октябрьскинчи шкула карантина хупнă.

Т. ГЕРМОНОВА.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика